Комментировать

8 Окт, 2015

“Тавах, анне, мана хăварманшăн”

Варта тепĕр чун тĕвĕленсен хĕрарăм чиркÿ еннелле утать, Турăран ачине сывлăх пама ыйтса кĕлĕ тăвать. Сывă пепкине алла тытнă амăшĕнчен телейлĕреххи пур-и вара çĕр çинче? Шел те, яланах шухăшланă пек килсе тухмасть. Сусăр ача çуралнине пĕлсен хăш-пĕр хĕрарăм чĕре айĕнче 9 уйăх йăтса çÿренĕ пепкине больницăра хăварма та именмест. Вăл ыттисем пек мар-çке, ăна пăхма йывăр, патшалăх ÿстерĕ... Йĕпреç районĕнчи Красная Заря поселокĕнче пурăнакан 29 çулти Тамара Романова пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ сусăр çураласса хăрушă тĕлĕкре те тĕлленмен. Анжелăн диагнозĕ çамрăк амăшĕшĕн ытла та тискеррĕн янăранă - ДЦП.

Тамара хĕрача чирлĕ çуралнине тÿрех пĕлмен. Çак диагноз Анжела çулталăк та 2 уйăх тултарсан çирĕпленнĕ. Унччен амăшĕ хĕрача хăй мăран тесе шухăшланă. Тухтăрăн хăрушă сăмахĕсем янăрасан çамрăк хĕрарăм куççульленнĕ. Пилĕк çул кулянса макăрнă вăл. Çук, амăшĕ хуйха ÿкмен, пуç усман. Анжелăна ача çуртне парас шухăш нихăçан та пулман унăн. Тĕпренчĕкĕ çумра, вăл ăна "анне" тесе чĕнет, пурăнма хавхалантарать - çакă уншăн ылтăн чăмаккинчен те хаклăрах. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.