Ача-пăча сасси вĕсен пÿртне савăнăçпа тултарать
Несĕлĕмĕрсен пурнăçне тĕпченĕ май ĕлĕк çемьере 4-5 ачаран кая мар пулнине пĕлетĕр. Йышлă çемье сĕтел хушшине вырнаçсан хуранри апата йăлтах çисе янă. Ĕлĕк çурт ача-пăча сассипе тулнă. Халĕ чылайăшĕ йăха малалла тăсма васкамасть е пĕр-икĕ ачапах çырлахать. Теприсем вара пĕрлешсенех пысăк çемье çинчен ĕмĕтленеççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, ачасем - чи пысăк телей. Вĕсене çитĕнтересси, тĕрĕс воспитани парасси, чăнах та, пысăк ĕç. Çемьере икĕ ачаран ытларах пулсан ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕ те ÿсет. Тĕрĕссипе, нумай ывăл-хĕр çуратакан хĕрарăмсене паттăр теме пулать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче чылаййăн вĕсем. Çамрăк çемьесем ялта епле пурăнаççĕ-ши? Скворцовсемпе Ашуркинсем тăнăçлăх тата пурнăçри чи пысăк телей - тĕпренчĕкĕсем - пирки каласа кăтартрĕç.
Инçе çула яма шикленмен
Шăпа çумрах çÿрет, савакансене палăртнă вăхăтра курнăçтарать. Вăл Екатеринăпа Виктор Скворцовсен çулĕсене те çапла пĕрлештернĕ. Пулас мăшăр хăмла татнă çĕрте паллашнă. Кÿршĕ ялта, Илменкассинче, ĕçлеме çын çитменрен унта шкул пĕтернисем, çамрăксем çул тытнă. Çавăнта пĕр-пĕрне куç хывнă та Екатеринăпа Виктор. Ун чухне кĕсье телефонĕсем пулман. «Килсе шăхăрнă та урама уçăлма васканă, клуба çÿренĕ, киле ăсатсан тÿпери çăлтăрсене шутланă», - иртнине аса илнĕ май калаçрĕ Хуракассинчи лавккара заведующире тăрăшакан Екатерина Скворцова. Пурăна киле çамрăксем çемье çавăрнă. Пĕр вăхăт хунямăшĕн çуртĕнче пурăннă вĕсем. Кредит анлă сарăлнă чухне Скворцовсем те çак пулăшупа усă курма шухăшланă, Хуракассинче хваттер туяннă. Малалла вулас...