Миокард инфарктĕнчен асăрханăр
Амака сирмелли чи шанчăклă мел - сывă пурнăç йĕрки
Сентябрĕн 29-мĕшĕнче Чĕре кунне паллă турăмăр. Вăл «Чĕре - пурăнмашкăн» тĕллевпе иртрĕ. Пĕтĕм тĕнчери чĕре федерацийĕ çавна май политиксене, медиксене, пациентсене, организацисемпе уйрăм çынсене тимлĕрех пулма ыйтать. Унсăр пуçне Раççей Президенчĕ В.В.Путин пуçарнипе ку çула чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли наци çулталăкĕ тесе палăртнă. Асăннă амакăн хăрушлăхĕ тата унран сыхланмалли майсем çинчен Хула больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн ертÿçи Вера Станиславовна СИДЕЛЬЦЕВА каласа парать.
- Вера Станиславовна, чĕрепе юн тымарĕсен чир-чĕрне профилактикăлассин ыйтăвĕсен çивĕчлĕхĕ мĕнпе çыхăннă?
- Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем хальхи вăхăтра тĕнчере анлăн сарăлса пыраççĕ тата вилĕм сăлтавĕсенчен пĕри шутланаççĕ: çавна пула çуллен 17,3 млн çыннăн пурнăçĕ татăлать. Раççейре те вĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсен йышĕнче малта тăраççĕ. Пĕтĕм Раççейри кардиологсен ăслăлăх обществин кăтартăвĕсем тăрăх - çĕршыв халăхĕ пурнăçран уйрăлнин сăлтавĕсен çурри асăннă амакпа çыхăннă. Сăмах май, Раççейре пурăнакансенчен 23 миллионĕ чĕрепе аптрать. Уйрăмах йывăрри - миокард инфаркчĕ, урăхла каласан - чĕре мышцисене юнпа тивĕçтерсе тăрасси пăсăлнипе унăн клеткисем вилни.
Миокард инфаркчĕпе вилекенсен проценчĕ пысăк. Вăл çыннăн ÿсĕмне тиркемест: халĕ çамрăксене те ярса илчĕ. 35-50 çултисене илес-тĕк, асăннă чирпе нушаланакансем арçынсен хушшинче хĕрарăмсемпе танлаштарсан 50 хут нумайрах.
- Сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă? Малалла вулас...