Амăшĕн капиталĕ
Асăннă саккун Чăваш Республикинче мĕнле пурнăçланать?
Амăшĕн капиталĕн программи 2016 çул вĕçлениччен вăйра тăрать теççĕ, ăна малалла тăсма палăртаççĕ-и? Сертификат хуçисен çав укçапа 2017 çул хыççăн усă курма юрать-и?
Çемье капиталĕн укçипе ку таранччен виçĕ тĕллевпе усă курма май пулнă. Патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе хуçаланмалли мелсене анлăлатма палăртнă. Çакăнпа тĕплĕнрех паллаштарăр-ха?
Капитал виçине çитес çул ÿстерме палăртнă-и?