Комментировать

18 Сен, 2015

Коррупцишĕн çул хупă-и?

Пĕтĕмпех хупă тееймĕн, анчах хупма ăнтăлни ‐ куçкĕрет

Çĕршыв ертÿçисем коррупципе кĕрешессин пĕлтерĕшĕ пысăкки çинчен аса илтерсех тăни ахаль иртмест пулас. Кирек мĕнле пулсан та прокуратура органĕсем çак ĕç çине алă сулманни куçкĕрет. Чăваш Ен прокуратуринче коррупцие кăклас кăмăл пысăкки те иккĕленÿсĕр. Çакна унăн кулленхи ĕçĕн кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Апла пулин те прокуратура мĕн тунипе кăна çырлахасшăн мар. Ку право хуралĕн ытти органĕнчен, çавăнпа пĕрлех вырăнсенчи прокуратурăсенчен çирĕп ыйтнинче те палăрать.

Чăн та, ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешмелли саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов киревсĕр çак пулăма тĕпĕ-йĕрĕпе кăклама май çуккине те йышăнать. Çыншăн асăннă йышши преступленисем яланах кăтартуллă пулнă, ямăттине хапсăнакансем малашне те пулĕç. Анчах ку коррупципе кĕрешни кăлăхах пулнине пĕлтермест. Айăплисен явап тытмалла, çав вăхăтрах коррупцие сăлтавлакан никĕсе пултарнă таран хавшатмалла.

- Пирĕн ĕç - патшалăх тата муниципалитет служащийĕсем, ытти çын коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пăснине тупса палăртасси, - хăй ертсе пыракан пайăн тата прокуратура органĕсен асăннă сферăри ĕçĕн тĕллевĕсемпе паллаштарать Сергей Петрович. - Ку ĕç анлă. Çав шутра - интерессен хирĕçтăрăвне сирмелли требованисене тивĕçтересси, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен нормăсем палăртассипе çыхăннă ĕçĕнчи коррупцие сăлтавлама пултаракан самантсенчен сыхланасси, патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕпе киревсĕр тĕллевпе усă курнин, тĕрлĕ саккаса саккуна пăсса вырнаçтарнин, бюджет саккунĕсене пăснин тĕслĕхĕсене тăрă шыв çине кăларасси. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.