Ӳкерчĕкĕсенче тавралăх чĕрĕлет
Ӳнерçĕ ăсталăхне туптас тĕллевпе ятарлă шкулта, училищĕре вĕренекен чылай. Анчах Турă панă пултарулăха хăй тĕллĕн аталантаракансем те çук мар. Çĕрпӳ районĕнчи Славаш ялĕнче пурăнакан Алексей Васильев юнпа куçнă талантне чун киленĕçне çавăрнă. Унăн йăхĕнче пултаруллă çын чылай пулнă. Алексей Нестерович мĕн ачаранпах ӳкерме кăмăлланă. 75 çулти арçын темиçе çул каялла тĕп хулара хăйĕн ĕçĕсен куравне те йĕркеленĕ.
1937 çулта Алексей Нестеровичăн çемйине кулаксем тесе айăпланăран вĕсен Урала тухса кайма тивнĕ. Ӳнерçĕ каланă тăрăх, ашшĕ унта пăспа ĕçлекен арманта механикре тăрăшнă. Аслă ывăлĕ Арефий шкула çӳренĕ. Анчах вăрçă пуçланни лăпкă пурнăçа çурмалла пайланă. Çемье пуçĕ мăшăрне, виçĕ ывăлне тăван тăрăха, Çĕрпӳ районĕнчи Славаша, илсе килнĕ. Хуçалăхра çурт çеç ларнă. Хапхасăр, сарайсăр, нимсĕр-мĕнсĕр 40 сотка çĕр пулнă. Часах ашшĕне вăрçă хирне каймашкăн повестка килнĕ. Çемйипе сывпуллашнăскер унтан каялла таврăнайман. Малалла вулас...