Комментировать

8 Сен, 2015

Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти

2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче пуçланса августăн 15-мĕшĕнче вĕçленекен Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕччен çулталăкран та сахалрах вăхăт юлчĕ. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти ялта кăна мар, хулара та, ун тăрăхĕсенче те иртет. Вăл ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансене пурне те - çырав об<екчĕсен шутне кĕртнĕ уйрăм хушма хуçалăхран, дача, сад, пахча юлташлăхĕсенчен пуçласа ялхуçалăх организацийĕсем таранах - пырса тивет. Хальхи вăхăтра вĕсен списокĕсене хатĕрлеççĕ.

Пирĕн республикăра малтанласа палăртнă тăрăх 760 ытла ялхуçалăх организацине, 7 пине яхăн фермер хуçалăхне, 272 пин уйрăм хушма хуçалăха, граждансен, çурт-йĕр строительствин хуçалăхĕсене тата уйрăм çыннăн 141 пине яхăн лаптăкĕ шутланакан коммерциллĕ мар 744 пĕрлĕхе шута илнĕ.

Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттермелли тапхăрсенчен пĕри - регистраторсен ĕçĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçлама кăçалхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче тытăнчĕç ĕнтĕ: хула округĕсемпе тăрăхĕсенче, граждансен коммерциллĕ мар пĕрлĕхĕсенче - сад, пахча, дача юлташлăхĕсенче - ялхуçалăх çыравĕн об<екчĕсен кăтартăвĕсене уçăмлатма пикенчĕç. Сăмах май, яваплă çынсем сад пĕрлешĕвĕсенче усă куракан тата юхăнса выртакан лаптăксене, хула çыннисен харпăр хăй хуçалăхĕсенче ялхуçалăх производствине тытса пымашкăн çĕр пуррипе çуккине палăртаççĕ.

Çырав об<екчĕсенче çÿренĕ чухне регистраторăн Федераци патшалăх статистика службин ятарлă удостоверенине кăтартмалла - çавна май хăйсем патне ун ячĕпе витĕнсе тĕрлĕ ултавçă пырасран граждансен шикленме кирлĕ мар. Чăвашстат республикăра пурăнакансем регистратора кăмăлпа йышăнасса, çĕр лаптăкĕн виçипе, выльăх-чĕрлĕх пурри-çуккипе çыхăннă ыйтусене тĕрĕс хуравласса шанать. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.