Комментировать

8 Сен, 2015

Тĕнчепе çывăхланас, хамăра хаклас тесен...

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче çак кунсенче уçăлнă курав ыттисенчен уйрăларах тăрать. Картинăсен авторĕ хăй те питĕ хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрса тăрать.

Чăваш халăх художникĕ, Раççей Гуманитари академийĕн академикĕ, «Новая эра» тĕнче ÿнер академийĕн президенчĕ Анатолий Силов - çирĕп тĕллевлĕ, палăртнă ĕçе кирек мĕнле лару-тăрура та пурнăçлама ăнтăлакан, лара-тăра пĕлмен, çитмен вырăн хăварман ÿнерçĕ. Уншăн Алжир, Саудов Аравийĕ, Марокко, Конго, Афганистан, Германи, Польша, Франци, Голланди, Финлянди, Турци, Швеци, Сингапур тата ытти çĕршыв таçта ютра мар, кÿршĕллĕ облаçсемпе республикăсенче тейĕн. Курава тăратнă 230 картинăран пысăк пайĕ - шăпах вĕсенче кун çути курнăскер. Çавăнпа çак кăтарту пур енĕпе те кăсăклă. Тĕлĕнмелли питĕ нумай кунта: тĕнчипе паллă харăсах çакăн чухлĕ çынпа ăçта тата тĕл пулăн? Куракансем çине картинăсенчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин, ытти çĕршыв ертÿçисем - Нурсултан Назарбаев /Казахстан/, Ильхам Алиев /Азербайджан/, Александр Лукашенко /Беларуç/, ыттисем - куçран тинкерсе пăхаççĕ. Кусем çеç-и? Кунтах - шумерсен Турри Энлиль, Тамерлан, Чин­гисхан, Аттила, Демокрит, Вольтер, Сократ, Пифагор...

Куравăн тĕп пайĕнче вара - «Чăваш кĕвви» картина. Вуншар çĕршывра, çĕршер хулапа хутлăхра çÿресе тăван кĕтесе манăçа хăварманнишĕн чыс та мухтав Анатолий Силова! 1991-2015 çулсенче художник çĕршыври тата тĕнчери 40 ытла курава хутшăннă, вĕсенчен 20-шĕ ятарлă пулнă. Чикĕ леш енчисенчен ытларах пайне Тĕнче ÿнер академийĕн вăйĕпе ирттернĕ. Çакна та икĕ çул каяллах, хăйĕн 75 çулхи юбилейĕ тĕлне, йĕркелеме палăртнă, анчах тĕрлĕ сăлтава пула чылай ĕçе Шупашкара кăçал çеç илсе çитерме май килнĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.