Анне типĕтнĕ курăк авăртатчĕ...
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 10-15 çулта пулнă ачасем паян сакăр теçеткепе пыраççĕ. Ветерансен сывлăхĕ чаплах мар, вăй-халĕ те çителĕксĕртерех, çапах чун-чĕрипе патвар-ха вĕсем. Асаилĕвĕсем чуна пырса тивеççĕ.
Акă Николай Михайлович Беззубов вăрçă пуçланнă чухне вуникĕ çулта пулнă. «Эпĕ 1929 çулта Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралнă, - çапла пуçларĕ асаилĕвне Николай Михайлович. - Шăпах çав çулсенче ялта колхозсем йĕркеленнĕ. Пирĕн атте колхоза чи малтан кĕрекенсен шутĕнче пулнă. Вăл тимĕрçĕччĕ: ялти пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр тимĕрçĕ. Анчах 1933 çулта сасартăк пурнăçран уйрăлчĕ. Анне пилĕк ачапа пĕччен тăрса юлчĕ. Манран асли - аппа, эпĕ - 5 çулта, ыттисем манран та кĕçĕнрех. Ах, ытла та йывăрччĕ ун чухнехи пурнăç. Астăватăп-ха, çимелли çукран анне типĕтнĕ курăк авăртатчĕ те крахмал хушатчĕ - çавна çикелеттĕмĕр вара. Выçăпах пулĕ кашни çул пĕр ача вилсе пычĕ пирĕн килте. Эпĕ темĕнле чĕрĕ тăркаласа юлнă - пĕлместĕп. Пурăнас кунăм пулнă ахăртнех. Анне йывăр пурнăçа чăтаймасăр тепре качча тухрĕ. Икĕ ача çуратрĕ. Малалла вулас...