Комментировать

2 Сен, 2015

Ашшĕсем яваплăха туйсан...

Аттесем çинчен сăмах тапратнă май вырăссен паллă çыравçи Н.Карамзин калани аса килет: «Лайăх аттесемсĕр ырă воспитани пулаймĕ - шкулсем, пансионсем, институтсем пуррине пăхмасăр...» Чăнахах çапла вĕт: ывăлсемшĕн ашшĕ - кумир, вĕрентÿçĕ, хĕрсемшĕн - пулас мăшăра, ачасен ашшĕне суйланă чухнехи тĕслĕх. Аттесем - çемье тĕрекĕ, ăна тăрантараканĕсем.

Мĕншĕн аса илтĕм-ха паян вĕсем çинчен? Чăваш Енре çак кунсенче Республикăри ашшĕсен канашĕн виççĕмĕш слечĕ иртрĕ - акă, мĕнле сăлтавпа. 2013 çулта Чăваш Енри Хĕрарăмсен XVI съездĕнче çакнашкал канаш йĕркелеме йышăннă. Тĕллевĕ уçăмлă - çемье институтне çирĕплетесси, çемьешĕн тата ачасен воспитанийĕшĕн ашшĕсен яваплăхне, статусне ÿстересси. Çапла икĕ уйăхран çĕнĕ организацийĕн пĕрремĕш ушкăнĕ йĕркеленет.

Паян республикăри кашни районта тенĕ пекех ашшĕсен канашĕ пур. Общество организацине ертсе пыраканĕ - Шупашкарти Хула стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ, Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Викторов.

Ашшĕсен слечĕ Çĕнĕ Шупашкарта иртни ахальтен мар, 55 çулти хула чăннипех те маттур ашшĕсемпе пуян. Савăнăçлă пухура вĕсен çемйисене тивĕçлипе аса илчĕç: нумай ачаллă Белинскисем, Кулаковсем, Львовсем, пуян династипе мухтава тивĕçлĕ Васильевсем, Филипповсем, Илларионовсем... Слета уçнă май Владимир Николаевич аттесен пурнăçри вырăнĕ çинчен вирлĕн каларĕ: Малалла вулас...

Ирина ПУШКИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.