Комментировать

27 Авг, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 34 (6075) №. 27.08.2015

Тăватă хут телейлĕ. Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан тăватă ачаллă Котмаковсем те çемье капиталĕпе усă курса кил-çурт çавăрнă. Тĕрĕссипе, вĕсен килĕнче пилĕк тĕпренчĕк ÿсет.

Çенĕкрен пуçласа турăш кĕтесĕ таран - тирпейсĕр. Иртнĕ тунтикун Красноармейски районĕнчи шутра тăракан çемьесене çитсе куртăмăр.

Тухтăра вĕренсен те алăри перо ытларах илĕртнĕ. Ястранăн çуралнă тăрăхĕнче, Элĕк районĕнчи Вăрманкасра, пулнă май кунти çынсемпе курса калаçма тÿр килчĕ.

Вăрттăн шухăшĕсенче юрăç пулмах ĕмĕтленнĕ. Чăваш эстрадинче хăйĕн çутă телейне тата шăпа çулне шыракан Ольга СЕМЕНОВА юрăçа "Чуна уçса калаçар" рубрика тĕпелне йыхравларăм.

Дмитрий СМИРНОВ: “Вăя ниçта хураймастăп”. Вăл 22 çеккунтра 16 тонна таякан автобуса 15 метр таран куçарать, 410 килограмм таякан "кĕвентене" çĕклет, 140 килограмм таякан пĕрене, 150 килограмлă "Атлас чулĕ" /бетон шар/, 130 килограмлă "Аполлон тĕнĕлĕ" /снаряд/ йăтать...

Çамрăксем кальян сиенсĕр тесе йăнăшаççĕ. Петр ПАВЛОВ пульмонолог тухтăр, хуравлать

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.