Комментировать

27 Авг, 2015

Дмитрий СМИРНОВ: “Вăя ниçта хураймастăп”

Вăл 22 çеккунтра 16 тонна таякан автобуса 15 метр таран куçарать, 410 килограмм таякан "кĕвентене" çĕклет, 140 килограмм таякан пĕрене, 150 килограмлă "Атлас чулĕ" /бетон шар/, 130 килограмлă "Аполлон тĕнĕлĕ" /снаряд/ йăтать... Пауэрлифтинг енĕпе тĕнче спорт мастерĕ Дмитрий Смирнов пекки Атăлçи тăрăхĕнче те çук. Вырăссен пăхаттирне, чăвашсен Улăп-паттăрне аса илтерекенскер Хула кунĕнче ирттернĕ ăмăртура улттăмĕш хутчен "Шупашкарти чи вăйлă арçын" титула çĕнсе илчĕ.

Ача чухнех унран шикленнĕ

Дмитрий 27-ре, авланнă, арăмĕпе Иринăпа йĕкĕреш ывăлсем ÿстереççĕ, пепкисем 3 çул тултарнă та ĕнтĕ. Дмитрий Вячеславович Кÿкеçре строительство тата энергетика енĕпе ĕçлекен организацире инженерта тăрăшать.

"Çавнашкал вăй пиреччĕ... Çĕрулми миххисене йăтмашкăн тем пекех кирлĕччĕ", - ял çынни çапла шухăшласси пирки иккĕленместĕп. Хуçалăхра усă курмасан вăйлă пулнинчен мĕн усси? Унта мар тăк ăçта хумалла ăна? Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.