Комментировать

20 Авг, 2015

Кама шанатпăр сывлăха, е Мăн Ямашри сиплевçĕ çинчен

Мĕн ĕлĕк-авалтанах вĕрÿ-суруçа ĕненнĕ. Халĕ те çаплах, тухтăр сиплеймен чир-чĕре сыватма ăрăмçă патне каяççĕ. Нуша килсен пуçа пушмак тăхăннă тет. Çапла, хăрушă амака пула çĕçĕ айне кĕрсе выртиччен карчăк патне кайни лайăхрах тесе шухăшлать хăшĕ-пĕри. Ара, путакан çын улăм пĕрчинче те çăлăнăç курать вĕт. Тухтăра та кашниех шанмасть. «Укçалла вĕренсе диплом илеççĕ, хăйсен ĕçне пĕлмеççĕ», - çапла каланине те илтме тÿр килет час-часах. Эмелсен хакĕ еплерех ĕрĕхсе кайрĕ - хăть кăн та вырт! Çын хуйхипе усă курса юлакансем вара тĕлĕрмеççĕ, вĕсемшĕн пулăшма шантарса укçа сăптăрасси пултăр.

Урам вĕçне çити черет

Вĕрÿ-сурăва хирĕçлеместĕп. Пепкене пÿсĕр çиет-и, куçа урпа, кĕлеткене çăпан тухнă-и... - асамлă сăмахсем çаксене ирттернине ĕненетĕп. Пурах унашкал хăват, тавлашмăп. Çутçанталăк панă вăйĕпе çынна ырă тăвакан сахал мар. Вĕсем куншăн укçа ыймаççĕ, ахалех сиплеççĕ.

Элĕк районĕнчи Мăн Ямашра пĕр хĕрарăм патне те вĕçĕмех халăх çÿрет. Ял тăрăх машина кумать кăна. Таçтан та, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çĕр-çĕр çухрăм хыçа хăварса килеççĕ. Кунта, больницăри евĕр, йышăну кунĕсем пур. Сăмахран, çурăм шăмми юсакансене эрнекун сиплеççĕ, эрех-сăра тыткăнĕнчен хăтăлас текенсене - шăматкун... Ăнлантăр пулĕ, кунта юмахри ăрăмçă пурăнать тейĕн, нумай чиртен хăтарма шантараççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.