Эпĕ сансăр эпĕ мар...
Сăмахăм Чăваш кĕнеке издательстви кăçал пичетлесе кăларнă "Пĕртен-пĕр юр пĕрчи" кĕнеке çинчен. Авторĕ - Римма Прокопьева журналист, поэт, писатель. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2014 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса вара Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе йĕркеленĕ.
Аслă классенче вĕренекен шкул ачисем валли çырнă кĕнекене "Пĕлĕт çинче", "Карта", "Пĕр ÿт" калавсем тата "Тăххăрмĕш хутри Асамат кайăкĕ", "Пĕртен-пĕр юр пĕрчи" пьесăсем кĕнĕ. Çак произведенисенче тĕп вырăнта - юрату. Таса юрату çыннăн пурнăç çулне çутатса тăрать, йывăрлăха çĕнтерсе пыма вăй-хал парать.
Римма Прокопьевăн хайлавĕсем пирки чи малтанах çакна палăртмалла: çăмăл, ансат чĕлхепе çырнă вĕсене. Кĕнекене вулама тытăнсан юлашки страницине хупиччен алăран яраймастăн. Произведенисен сюжечĕ, кăткăсах мар пулсан та, тыткăнлать - малалла мĕн пулассине пĕлес тени канăçсăрлантарать. Ачасемпе аслисен хушшинчи хутшăнăва сăнама питĕ кăсăклă, шăпăрлансем те ăстăн, шухăшлав, ăнкару енĕпе çитĕннисенчен юлмаççĕ. Çапла пулма вĕсене ашшĕ-амăшĕн таса юратăвĕ кăна мар, вĕсен шанăçĕ, ĕненĕвĕ те пулăшать. Ачасем хăйсене ирĕклĕ туяççĕ, çавăнпа малалла пур енĕпе те хăвăрт аталанаççĕ. Малалла вулас...
Надежда СМИРНОВА