Комментировать

16 Июл, 2015

Мăшăр шырама Сителе каймалла

Пурте пĕлетпĕр: хĕрарăмсен йышĕ арçынсенчен пысăкрах. Этемлĕхĕн черчен теме хăнăхнă çуррин ĕмĕр тăршшĕ те вăрăмрах. Арçынсем хăйсене упрама пĕлменнипе те ытларах вилеççĕ. «Пирĕн хутлăхри Сителте статистикăна хирĕçле ÿкерчĕк: арçынсем /1 çын/ хĕрарăмсенчен ытларах», - палăртрĕ Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Секретов. Шăпах çав яла хусахсен пурнăçĕпе паллашма çула тухрăмăр.

Ĕçмест, туртмасть, хуçалăх тытать

Асфальт тăрăх машинăпа вĕçтерсе пынă май çул хĕррипе утакан арçынна асăрхарăмăр. «Ку та, Алюш, хусах. Спортсмен, эрех ĕçмест, пирус туртмасть, пушар хуралĕнче ĕçлет», - 30 урлă каçнă йĕкĕт çинчен каласа кăтартрĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Татьяна Васильева. Эх, тĕреклĕ яшпа паллашасси пулмарĕ - унăн сарлака çурăмне кăна курса юлтăмăр. Редакци машини ниçта чарăнмасăр çил пек шăхăрса Сителе пырса кĕчĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.