Пулас кĕрÿ Мускавран майрапа таврăнчĕ
«Кÿршĕ тăванран çывăхрах», - тетчĕ анне. Çапла. Кÿршĕ пулăшмасăр çурхи, кĕрхи ĕçсене вăхăтра туса çитерейместĕмĕр. Пĕччен утă çулса типĕтесси те чĕр нуша. Веркка кÿршĕпе пĕр кашăкран çименни кăначчĕ. Вĕсен нÿхрепĕнче мĕн пуррине, пăчки-мăлатукĕ ăçта упраннине те пĕлеттĕм. Кÿршĕсемпе савăнса пурăнаттăмăр. Пĕр уява та вĕсемсĕр ирттерместĕмĕр... Пурнăç çулĕ пăрăнăç. Паян Верккана чÿречерен курсан урама ура ярса пусма шикленетĕп. Туххăмрах çухăрашма пуçлать. Хам та чăтса тăмастăп, хĕрĕме кÿрентерме памастăп. Ара, пирĕн Иринăпа унăн Володи мăшăрлă пулмаллаччĕ те. Йĕркипе пуçлам-ха.
Ялĕ пирĕн пысăк мар, анчах пĕчĕк те тееймĕн. Кÿршĕллĕ пурăнакан икĕ тус Гришăпа Миша пĕр кунра авланма шухăш тытнă. Ял халăхĕ пирĕн туя ĕмĕр асăнĕ. Çапла Верккапа пĕр кунра качча килтĕмĕр. Тăхăр уйăхран кÿршĕсен ывăл çуралчĕ. Икĕ эрнерен пирĕн хĕр çут тĕнчене килчĕ. Ача ĕçкинче пирĕн хĕре çураçрĕç. Эпир, пепкесене кăкăр ĕмĕртсе ларакан амăшĕсем, хирĕçлемерĕмĕр.
Пулас кĕрÿ куç умĕнчех çитĕнчĕ. Володя мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхрĕ. Веркка ывăлне мĕнле воспитани панине кура эпĕ те Иринăна алă усса лартмарăм. Тантăшĕсем пуканелле вылянă чухне вăл çуртра тирпейлерĕ, тĕпелте тăрмашрĕ, выльăх-чĕрлĕх патĕнче аппаланчĕ. Ачасем туслă ÿсни пире савăнтарчĕ. Шăпăрлансем куç умĕнчех хĕрпе каччăна çаврăнчĕç. Шкул сукмакне пĕрле такăрлатнăскерсен аттестат илсен çул уйрăлчĕ. Володя çар академине вĕренме кĕрессине пĕлтерчĕ. Ирина педагог дипломĕ пирки ĕмĕтленчĕ.
Володя курсантсен йышне кĕнине пĕлсен хĕрĕм тунсăхлă çÿренине сисрĕм-ха, анчах калаçу пуçармарăм. Çамрăксен хушшине кĕрес мар терĕм. Каччăн Мускава çул тытмалли кун умĕнхи каçхине Володьăпа Иринăн калаçăвĕ хăлхана ăнсăртран кĕчĕ. Малалла вулас...