Комментировать

24 Июн, 2015

ĂÇТА-ШАТРА, ĂÇТА-ШĔПĔН

Сăн-пите тимлĕ сăнаса организм çинчен питĕ нумай пĕлме пулать. Танлаштарса пăхар-ха.

Куç хупанкисем тăртаннă. Ку час-часах пулсан сăлтавĕ щит евĕрлĕ пар сывах маррипе çыхăнма пултарнă. Е çак тĕслĕх - пÿре çитменлĕхĕн палли. Сывлăха тĕрĕслеттермелле.

Куçсем путса кĕнĕ, куç айĕнчи ÿт çакăнса тăрать. Ывăнатăр е ыйхă вĕçнипе аптратăр пулсан хура чейпе компресс хуни пулăшать. Сăлтавĕ çакăнта мар-тăк аллерги тата гипертони пуррипе çуккине тĕрĕслеттермелле. Куç таврашĕнчи ÿт çинче сарă пăнчăсем пурри юнри холестерин шайĕ пысăккине систерет. Чĕре чирлесрен асăрханма унăн шайĕ мĕнлине пĕлни пĕлтерĕшлĕ.

Ÿт сарă - пĕвер чирлĕ? Ку кăна мар, щит евĕрлĕ пар тĕрĕс ĕçлемесен те пит саралать. Е ытти ... Сăлтавне тухтăр çеç палăртма пултарать. Пит çунса тухас пек хĕрлĕ пулни вара - час-часах II тип диабет палли, ку уйрăмах 50-ран иртнĕ хĕрарăмсен пулать.

Ахаль шатрасем. Кашнин - хăйĕн сăлтавĕ. Шатрасем час-часах апат ирĕлтерекен тытăм е гормон тытăмĕ йĕркеллех ĕçлеменнине палăртаççĕ. Çамрăк хĕрарăмсен вĕсем уйăх хушши циклĕ пăсăлсан е контрацептивсем юрăхлă пулмасан тухаççĕ. Аслă çулсенчи хĕрарăмсемпе арçынсен инфекци е аллерги пуррине палăртаççĕ.

Пÿрлешке /акне/. Вăл çу парĕсен ĕçĕ пăсăлсан аталанать. Çавна пула ÿт шыçать. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Пÿрлĕ пысăк пÿрлешкесем час-часах çул çитмен çамрăксене тапăнаççĕ. Çак амакран питĕ тимлĕ сипленмелле. Пÿрлешкесене пусса кăларма тата вĕсенчен харпăр хăй тĕллĕн сипленме юрамасть.

Купероз. Пит çинче вĕтĕ юн тымарĕсем çăлтăр е сетка евĕр курăнма пуçлаççĕ. Сăлтавĕ - капиллярсен стенкисем вăйсăр пулни. Çак тĕслĕхре мунча, сауна кĕме, эрех-сăра ĕçме юрамасть.

Тур палли, папиллома, шĕ¬пĕн, кератома. Кашни çыннăнах çаксенчен хăшĕ те пулин пур. Вĕсенчен хăвăр тĕллĕн сипленме юрамасть. Ÿте папилломăсем тухсан вĕсене кастармалла, анчах тухтăрпа канашланă хыççăн кăна.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.