Саккуна пăхăнмалла. Анчах çынсем - пĕрремĕш вырăнта
Михаил Игнатьев тунтикун Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици хывассине вăйлатас ĕç тата экономика канашĕсен пĕрлехи ларăвне ирттерчĕ. Ăна уçса: «Чăваш Ен Правительстви ĕçлĕхе, пĕр-пĕринпе тупăшса вăй хурассине тĕкĕлессишĕн, республика экономикине инвестици хывма май туса парассишĕн яланах çине тăнă, - терĕ. - Ÿлĕм те çапла пулĕ. Ку енĕпе ÿсĕм пур. Çапах та экономикăри, укçа-тенкĕ рынокĕнчи тÿнтерлĕхе пула хăшпĕр ыйту ура хурать. Апла пулин те вăл производство калăпăшне ÿстерессишĕн малалла талпăнма хистет. Этем çавнашкал вĕт: хăйĕн умне чăрмав тухса тăрсан ăна сирессишĕн ăвăнать. Сирĕнпе пĕрле пĕтĕм йывăрлăха пĕтеретпĕрех».
Влаçпа бизнес пĕрлĕхĕ пĕр турта хушшине тăрса урапана туртнăран строительство пуçлама документсем маларахри çулсенчипе танлаштарсан хăвăртрах алла илеççĕ, инженери сечĕсене çыхăнтармалли ĕçсен ставкине пĕчĕклетнĕ. 2014 çулта «Чăваш Республикин экономикине ют çĕршывсенчен инвестици хывасси çинчен» саккун йышăннă. Ăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Уйрăммăн илсен чи малтанах электроникăпа электротехника предприятийĕсене, биотехнологие, пурăнмалли çуртсен строительствине инвестици хывма, туризм кластерне никĕслеме тĕллев лартнă. «Эсир «Этническая Чувашия» проекта федераци программине кĕртнине пĕлетĕр, - терĕ М.Игнатьев. - Çĕр айĕнчен çыхăнусем тăсма, çул тума укçа куçарса панине хыпарлатăп. Пĕлтĕр республикăна инвестици 54 млрд тенкĕлĕх хывнă. Экспертсен шухăшĕпе, вăл кăçал иртнĕ çулхинчен нумайрах пулаймĕ. Инвестицин /130 млрд тенкĕлĕх/ 100 ытла проектне 2020 çулччен, вăл шутран 52-шне /42 млрд тенкĕлĕх/ çывăх вăхăтра пурнăçлама картса хунă».
Юлашки çулсенче республикăна инвестици тулашран, çав шутра чикĕ леш енчи 5 компанирен, чылай килнĕрен ĕç вырăнĕ нумай йĕркеленĕ. Çак эрнере «ВТБ 24» банкăн сервис центрне уçĕç. Республика Пуçлăхĕ ларăва хутшăннисенчен ырă ĕçсем çинчен каласа панипе пĕрлех çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăма ыйтрĕ. «Пирĕн тĕллев - вĕсене майĕпен пĕтересси, - палăртрĕ вăл. - Сире Раççейри Экономикăн аслă шкулĕпе общество организацийĕсем региона инвестици хывассипе Чăваш Ене пиллĕкмĕш вырăна лартнине пĕлтерес килет. Эпир Мускав, Санкт-Петербург, Тутарстан, Калуга хыççăн. Çак хаклава тивĕçнĕ ятпа пурне те саламлатăп». Малалла вулас...