Комментировать

30 Апр, 2015

Тăлăхсене хваттер... суд урлă параççĕ

Тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйту - çивĕччисенчен пĕри. Строительство комплексĕ, ытти регионпа танлаштарсан, начар ĕçлемест. Хута яма палăртнă кашни çуртра тенĕ пекех социаллă хваттерсем пур. Хăш-пĕр çĕрте вара пĕтĕм çурта патшалăх пулăшăвне тивĕçлĕ граждансем валли уйăраççĕ. Чăваш Енре 2010 çултанпа ку ыйтупа çине тăрса ĕçлеме тытăнчĕç. Унтанпа 1200 ытла тăлăх тата нумай ачаллă 167 çемье пурăнмалли кĕтеслĕ пулчĕ. ЧР Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр республикăра пурăнакан 447 тăлăха хваттер панă, вăл шутра Шупашкарта 166 çамрăка. Анчах черетре тăракансем - тата та ытларах. Тĕп хулара кăна 400 ытла хĕрпе каччă шутра тăрать. Сăлтавĕ - тăлăхсен йышĕ çулсерен ÿссе пыни мар, çурт-йĕрпе вăхăтра тивĕçтерменни.

Çын патĕнче, укçа тÿлесе

18 çул тултарнă тĕле хваттерлĕ пулас тесен 14-рах черете çырăнмалла. Хваттер уççине алла иличчен çулталăк çеç мар, 2-3 çул, ытларах та-и тен, иртет. Çав вăхăтра çамрăкăн ăçта пурăнмалла? Вĕренекенсене общежитире кĕтес уйăраççĕ тейĕпĕр. Ыттисен вара? Атте-анне çумра çук пулсан кама кăсăклантарĕ ку ыйту? Пур-çук укçапа хваттер тара тытать чылайăшĕ.

Малтанхи çулсенче бюджет укçине тăлăх ача пропискăра тăнă ял тăрăхне куçаратчĕç. Унпа килĕшÿллĕн вырăнти администраци çурт туянатчĕ е çĕннине çĕклетчĕ, ăна пур условипе тивĕçтермеллеччĕ вĕсен. Шăнкăрч вĕлли евĕр çуртсем, 33 тăваткал метр, çĕкленсе ларни хальхи вăхăтшăн тĕлĕнмелле те пек. Ара, хăшĕ-пĕрин мунчи те унран пысăкрах, урамсенче кермен пек çуртсем мăнаçланса лараççĕ. Хăш-пĕр пуçлăх тăлăхсен ыйтăвĕ çине çиелтен пăхни, хÿтлĕхсĕр юлнă çамрăксен правине пăсни тĕл пулкаларĕ. Сăмаха çирĕплетсе темиçе тĕслĕх илсе кăтартатăп.

Хваттер ыйтăвне татса парайманнине пула çамрăк амăшĕ Валентина тĕревсĕр юлнă. Çитменнине, укçа-тенкĕ çук, алăра кăкăр ачи... Мĕнле пурăнмалла? Валентина Степановăна Элĕк районĕнчи Ехремкассинче хута ярса пĕтермен çурт панă. Хут çинче вара вăл пачах урăхла, хăтлă та пурăнма юрăхлă пек, курăннă. Нумаях пулмасть яваплă должноçра ĕçленĕ çынна çакăншăн суд тунă, 1,5 çуллăха условлă майпа айăпланă. Элĕк районĕн прокуратури хута кĕнипе Валентинăна хваттер черетне тăратнă. Халĕ çамрăк амăшĕ ырă çынсем патĕнче Шупашкарта пурăнать.

Вăрмар районĕнчи Любовь Резника та йĕркеллĕ, хальхи вăхăтри условисене тивĕçтерекен хваттер пама шантарнă. Анчах ун вырăнне çур ĕмĕр каялла çĕкленĕ çурт тупса панă. Унта хăтлăхăн тĕлли-палли те пулман: туалет - урамра, урайĕ сивĕ, çурт тăрринчен шыв анать... Çав пÿрте 700 пин тенкĕпе туяннă тесе ĕнентерме тăрăшнă ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ. Ку тĕслĕхпе уголовлă ĕç те пуçарнăччĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.