Халăх валли - çĕнĕ юрăçсем
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен "Кĕмĕл сасă" фестивалĕ иртнĕ. Чăваш чĕлхи кунĕнче тăван чĕлхемĕре, йăла-йĕркене, юрă-кĕвве анлă çул пани тесе хакламалла çак пулăма. Çĕршыври тĕрлĕ хулапа республикăран Шупашкара çамрăк 22 юрăç пухăннă. Аякри хăнасем Мурманск, Иркутск облаçĕсенчен, Пушкăрт, Чĕмпĕр, Тутар республикисенчен килсе çитнĕ. Кăçалхи фестивальте Пушкăртстанра пурăнакан йăхташăмăрсем уйрăмах хастар пулнине палăртмалла. Унтан харăсах темиçе юрăç килнĕ. Шел те, Самар тăрăхĕнчен, чăвашсем йышлă пурăнакан тăрăхран, кăçал никам та килмен. Малалла вулас...