Вут-çулăмпа кĕрешекенсем - яланах пĕрремĕшсем
Апрелĕн 30-мĕшĕ - Пушар хуралĕн кунĕ. Раççейри çак тытăм кăçал 366 çул тултарать.
Историе аса илер-и?
Раççей пушар хуралĕн историйĕ пуян та кăсăклă. Ялсем йĕркеленсенех, хуласем аталанса пынăçемĕн вĕсенче тăтăшах пушар тухнă: ун чухне çуртсем ытларахăшĕ йывăçран пулнă-çке. 1472 çулта III Иван Аслă кнеç, патша дружинине ертсе пырса Мускаври пушара сÿнтерме хутшăннă чухне пиçнĕскер, хулари пушар хăрушсăрлăхĕн мерисем çинчен указ кăларнă. Каярахпа, 1504 çулта, Мускавра пушар-сыхлав хуралне туса хунă. 1549 çулта Хаяр Иван патша хуласенчи вут-çулăмран хÿтĕленмелли мерăсем çинчен калакан ятарлă указа алă пуснă. 1624 çулта Раççейре пĕрремĕш ятарлă пушар команди йĕркеленнĕ.
1649 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕ пушар хуралĕн историйĕнчи тĕп дата шутланать: шăпах çав кун Алексей Михайлович патша «Наказ о градском благочинии» кăларнă. Унта профессилле пушар хуралĕн никĕсĕсене хывнă: тÿлевлĕ штат йышне туса хунă, хулари хăрушсăрлăха пăхса тăма дежурство йĕркеленĕ, механизациленĕ шыв пăрăхĕсемпе усă курмаллине палăртнă, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнă çынсене айăплама ирĕк пуррине асăннă. Çак положенисем Раççейĕн пĕтĕм хулин пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнă.
Чăваш Ен пирки калас-тăк - пирĕн республикăра 1765 çулта пĕтĕм кĕпĕрне тата уес хулисенче пушар лавĕсене /обозĕсене/ çирĕплетнĕ, вĕсен тĕп тĕллевĕ вут-çулăмпа кĕрешмелли хатĕрсене инкек тухнă вырăна вăхăтра илсе çитересси пулнă. «Хĕрлĕ автана» сÿнтересси халăх тивĕçĕ шутланнă. 1806 çулта Шупашкарта пушар службине йĕркелес ыйтăва пĕрремĕш хут çĕкленĕ. Пĕрремĕш огнетушитель Чăваш Ене 1899 çулта çитнĕ - Шупашкарти пушар лавне панă ăна. Çав çулах пушар команди пĕчĕк икĕ гидропультпа алă вĕççĕн усă курма пуçланă. Малалла вулас...