Ял-йыш сĕтне те тĕрĕслеççĕ
Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх ветеринари службине килти хуçалăхсем сутакан сĕт пахалăхне тĕрĕслесе палăртма хушрĕ. Çакна хăйсем патĕнче еплерех пурнăçласа пыни çинчен Çĕрпÿ зонин ветеринари лабораторийĕн ертÿçи Николай Кузьмин каласа парать.
Сулахайран: ертÿçĕ заместителĕ Рината Павлова, Татьяна Мукина ветсанитар, Алевтина Матвеева ветсанитар, Вера Павлова лаборант, Николай Кузьмин ертÿçĕ, Ольга Иванова лаборант-химик, Вера Дмитриева ертсе пыракан ветврач, Ираида Алексеева лаборант-бактериолог, Ольга Данилова ветврач.
- Пирĕн специалистсем январьтен пуçласа паянхи кунччен Çĕрпÿ районĕнчи килти хуçалăхсем усламçăсене сутнă сĕтĕн 463 тĕслĕхне тĕпчерĕç. 64-шĕ шыв хушнине кăтартрĕ. Пĕтĕм тĕслĕхĕн 5,8 проценчĕн çу хисепĕ çителĕксĕр /каçпа сунă сĕт хăймине ирхине пуçтарса илнĕрен/, 1 проценчĕ йÿçек /сĕт йÿçнĕрен/, 13,2 проценчĕ çăралăхĕпе /плотность/ техрегламента тивĕçтермест. Хăймине пухса илнĕрен ÿсет, паллах, ку кăтарту.
- Сĕте тĕрĕслеме пĕчĕк савăта сирĕн специалистсем тултараççĕ-и?
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
Автор сăнÿкерчĕкĕ