Комментировать

22 Апр, 2015

Мулкач мĕншĕн сахалрах?

Мулкач ĕлĕкех чăваш пурнăçне илем кÿнĕ. Сунарçăсене илĕртнĕ, ачапчана савăнтарнă. Юлашки вăхăтра ăна ял-хула таврашĕнче куратпăр-и? Республикăра хир мулкачне /заяц-русак/ 2014 çулта 1337 шута илнĕ - иртнĕ ĕмĕртипе /1987 ç. - 2879, 1989 ç. - 2662, 1991 ç. - 7744/ танлаштарсан йыш хухнă. Шур мулкач /заяц-беляк/ 2014 çулта 3569 пулнă - хисеп иртнĕ ĕмĕртинчен /1987 ç. - 13976, 1989 ç. - 14838, 1991 ç. - 14700/ катăлнă. ЧР сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин пай ертÿçинчен Николай КОСУЛИНРАН сăлтавне ăнлантарма ыйтрăм.

- Иртнĕ 5 çулта куян шучĕ пысăккăн улшăнмарĕ, пĕр шайрах тăчĕ, - терĕ вăл. - 2013 тата 2014 çулсенче шур мулкач хушăнчĕ. Çакăн сăлтавĕ пĕрре çеç мар. Хир мулкачĕ уçлăхра /уй-хирте, улăх-çаранра/ пурăнать. Сунарçăсене ăна тытма çăмăлрах. Шур мулкач - вăрман чĕрчунĕ. Ăна "капкăна лектерме" йывăр. Çавăнпа тытакан сахалрах. Хисепĕ ÿснине акарçăсем сахалрах пăлхатнипе те ăнлантаратăп.

- Совет тапхăрĕнче хир мулкачĕ мĕншĕн йышлăрахчĕ?

- Кашни ял тăрăхĕнчех ялхуçалăх культурисем акса çитĕнтернĕ. Пушă выртакан лаптăк пулман. Колхоз-совхоз, килти хуçалăхсен выльăхĕшĕн çеç мар, вăрманпа уй-хир чĕрчунĕ, вăл шутра куян валли те, апат çителĕклĕччĕ. 1990-2000 çулсенче сухалакан-акакан çĕр нумай пĕчĕкленчĕ - мулкач апачĕ чухăнланчĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.