Комментировать

21 Апр, 2015

Лайăххипе юнашарах - япăххи те

Лайăххипе юнашарах - япăххи теХăй вăхăтĕнче, тĕрĕсрех - 1839 çулта, I Микулай патша каланă «Раççейре икĕ инкек - çулсем тата ухмахсем» сăмах çаврăнăшĕн пĕрремĕш пайĕ паян та чăнлăхпа тÿр килнĕн туйăнать. Хĕллехи вăхăтра та, çуркуннепе кĕркунне те самаях терт кăтартать вăл çÿрекене. Унăн чăнлăхне тĕрĕслеме Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин пуçарăвĕпе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-тур йĕркелерĕç. Унта хутшăнакансем Канаш тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллашрĕç.

Канаш хула администрацийĕн строительство пайĕн пуçлăхĕ Наталия Егорова пĕлтернĕ тăрăх - асăннă ыйтăва кун йĕркинчен нихăçан та кăларман. Ваннă тротуарсене, çулсене юсаса йĕркене кĕртме тăрăшни хулари урамсенче пулнă чухне тÿрех асăрхатăн. Театр вешалкăран пуçланать пулсан, хула - авто тата чукун çул вокзалĕсенчен. Автобуссем чарăнакан вырăнтан хулана тăсăлакан урамсене юлашки икĕ-виçĕ çулта юсаса тирпейленĕ, анлăлатнă. Юнашарах çаврăм вырнаçтарни автомобильсемшĕн питĕ меллĕ. Çапла тăвиччен кунта тăтăшах авари пулнă. Халĕ вĕсен хисепĕ палăрмаллах чакнă. Анчах çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманни пăшăрхантарать. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.