Комментировать

21 Апр, 2015

Виталий ЕНĔШ: Шухăш виçĕ тĕрлĕн килме пултарать...

Виталий Енĕш /Григорьев Виталий Григорьевич/ литературăра хĕрĕх çул ытла ĕçлесе ачасемпе аслисем валли чылай хайлав çырнă. Вулакансем уйрăмах унăн «Çулçă айĕнчи çырла», «Чун каварĕ», «Чи маттурри - Урине», «Чиркÿ çулĕ» кĕнекисене хапăлласа йышăннă. Пушкăртстанпа Чăваш Ен хушшинчи культура çыхăнăвĕсене çирĕплетес енĕпе ырми-канми тăрăшнăшăн 1992 çулта ăна «Пушкăртстан культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă. Виталий Енĕшĕн кĕнекисене вырăсла, украинла, пушкăртла куçарса пичетлени те вĕсем чăваш литература аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине çирĕплетет.

Юлашки çулсенче Виталий Григорьевич Чăн тĕн кĕнекисене чăвашла куçарассипе çине тăрсах ĕçлет. Вăл тăрăшнипе кун çути курнă виçĕ томлă «Акафистсем», «Чиркÿ çыннин мĕн пĕлмелле», «Чăн тĕн букварĕ», «Çынна сыхласа усракан Ангелпа калаçмалли кĕнеке» тата ытти ятарлă кăларăм халăхра анлă сарăлчĕç. Мĕн хистенĕ-ха Виталий Енĕше, унччен «Капкăн» журналта ĕçлесе пачăшкăсене те питлеме именсе тăман паллă фельетониста, пач урăх çул-йĕр суйласа илме.

- Виталий Григорьевич, пĕр пытармасăрах калатăп, Эсир унччен çырнисене эпĕ çав тери чуна хывса вуласах та кайман... Ăнсăртран тенĕ пек 2006 çулта «Тăван Атăл» журналта Сирĕн «Кам эс, этем?» тĕпчевĕре вуларăм та - тĕлĕнсех кайрăм. Тĕнчери пулăмсем çине пач урăх куçпа, чун-чĕре аталанăвĕ витĕр пăхакан çын та пур иккен тесе. Мĕн хĕтĕртрĕ Сире çак тĕпчеве çырма?

- Кунта тÿрех каламалла, Чăн тĕн литературинче хăйнеевĕрлĕ кĕнекесем нумай. Пирĕн, чăвашсен, ун пеккисем çук. Сăмахран, вуникĕ томлă 13 кĕнекеллĕ «Жития святых» пысăк библиотека пур. Çавсене вуланă хыççăн шухăша кайрăм, çĕр çинче çын - кам вăл. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.