Пĕрле çапăçнисен йышĕ чакнăшăн пăшăрханать
Çĕнтерÿ уявĕ çывхарса килет. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш ялĕнче 1922 çулта çуралнă Павел Емельянович Егоров пĕрле çапăçнă юлташĕсен речĕ сайралансах пынишĕн пăшăрханать.
Павел Емельянович аслă пĕлÿллĕ, аслă категориллĕ врач пулнă, медицина службин полковникĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Штанашри вăтам шкултан 1940 çулта вĕренсе тухсан вăл çав çулах Ленинградри Щорс ячĕллĕ çар-медицина училищине кĕрет. Çулталăкран вăрçă пуçланать, нимĕçсем Ленинград патнелле хытах тапăнса пыраççĕ. Тимошенко маршалăн приказне пурнăçласа Ленинградри çар училищинче вĕренекенсенчен курсантсен батальонĕсене йĕркеленĕ. Вĕсене Ленинград хули Луга юханшывĕ енчи чиккисене сыхлама-хÿтĕлеме илсе кайнă. Унта П.Егоров 1941 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа августăн 28-мĕшĕччен пулеметчик пулса тăшманпа çапăçнă. Çĕнĕ çар чаçĕсем килсен, фашистсен наступленине чарса лартнă хыççăн курсантсене урăх вырăна илсе кайнă, васкавлăн вĕренсе тухмашкăн май туса панă. Павел Егоров та çар фельдшерĕ пулса тăнă, 1942 çулхи июль уйăхĕнче Воронеж фронтне каякан 19-мĕш уйрăм разведка батальонне лекнĕ. Вăрçă çулĕсенче вăл Орел, Белгород, Ельна, Смоленск, Орша, Витебск, Минск, Вильнюс, Каунас тата ытти хулана ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Çар фельдшерĕ сахал мар салтака вилĕмрен çăлнă, врачсене йывăр операцисем тума пулăшнă. Курск пĕккинче ăна уйрăмах йывăр лекнĕ. Прохоровка патĕнчи хаяр çапăçусенче аманнă тата пиçсе суранланса пĕтнĕ танкистсенчен нумайăшне вăл çăлса хăварнă, çакăншăн «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Малалла вулас...