Лаша утланмалăх ÿсичченех акана тухнă
Канаш районĕнчи Çĕнĕ Чăлкассинче çуралса ÿснĕ Петр Васильев вăрçă тухнă çул 12 тултарнă. 86-ри ĕç ветеранĕ халĕ Шупашкарта пурăнать, шалкăм çапнă хыççăн ăна хĕрĕ Лена пăхать. Петр Васильевич хăйĕн ачалăхĕ, вăрçа хутшăннă ашшĕ çинчен аса илсе каласа пачĕ. Ашшĕне Василий Дмитриева 1941 çулта вăрçа илсе кайсан амăшĕ 3 ачипе тăрса юлнă, Петĕр асли пулнă.
«1942 çулхи январь уйăхĕччĕ. Эпир урокра лараттăмăр, - аса илчĕ ватă арçын. - Сасартăк уйра юр ашса çынсем килни хуп-хуран курăнчĕ. Пирĕн салтаксем пулчĕç тăчĕç çаксем! Вĕсен йышĕнче... манăн атте те пулнă! Вăт кĕтменлĕх, вăт телей! Кинори пек! Çавăн чухне вăл килте çĕр каçса кайнăччĕ. Атте каланă тăрăх, сивĕпе, выçăпа нумай çын вилнĕ ун чухне, пирĕн ялсем татах та пулнă. Аттене тепĕр кунхине станцие лашапа тăвансем леçрĕç... Хуньăмсем патне те, вĕсем ытлă-çитлĕ пурăнатчĕç, çĕр выртма кĕрекен салтаксем тупăннă. Хуньăм тин кăна пĕçерсе кăларнă çăкăрпа сăйланă. Выçăпа касăхнăскерсем черет тăрсах кĕтнĕ. Çавăншăн сахăр катăкĕ парса хăварнă».
Василий Дмитриевич Мускав çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. Вăрçа кĕни çинчен килтисене çырупа пĕлтернĕ. Çавăн чухне вăл кутамккинчи куркана пуля тивни çинчен çырнă. Тепĕр çапăçăва кĕрсен ураран аманнă, лазаретран çыру янă. Ун хыççăн Канаш урлă Красноярскри госпитале кайни çинчен хыпарланă. Сывалса çитсен Василий Дмитриевича строя юрăхсăр тесе йышăннă, çав хуларах тĕрме çыннисене сыхлама хăварнă. Малалла вулас...