Раççейре Чăваш ятлă ял нумай, е Йăхташăмăрсем Çурçĕрте те çухалса кайманни çинчен

22 Янв, 2018

Йăхташăмăрсен кун-çулĕпе интернет уçлăхĕнче паллашнă май Новосибирск облаçĕнчи Чăваш ятлă ялти пĕр хĕрарăм куç тĕлне пулчĕ. Çак тăрăх çинчен тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе социаллă сетьре информацие вырнаçтарнă хĕрарăм патне çыру хыççăн çыру вĕçтертĕм. Вăл темшĕн хурав памарĕ. Çапах çакă та кăмăла хуçаймарĕ. Çийĕнчех Çурçĕр районĕнчи Чăваш ялне шăнкăравларăм. Ял администрацийĕнче чăвашла пĕлекенсем ĕçлени, паллах, хăпартлантарчĕ. Вĕсем тăван чĕлхепе калаçакансене шутлама пуçларĕç. «Ял ячĕ хамăра килĕшет», — терĕç аякра тĕпленнисем. Çак сăмахсенче мăнаçлăх туйăмĕ палăрчĕ.

Çырăва хуравламан хĕрарăм вырăс-мĕн. Тен, ял историйĕпе интересленменрен манпа çыхăнман вăл?

Марина Карюкина библиотекарь каланă тăрăх, Новосибирск облаçĕнчи Çурçĕр районĕнче чăвашсем 14 ял йĕркелесе янă. 1907-1914 çулсенче унта 2641 çын пурăннă. Вĕсем 517 хуçалăх тытса тăнă.

1855 çулта Аникинсен çемйи Тартас юхан шывĕ хĕрринче чарăнса çĕр ĕçĕпе аппаланма пуçланă. Ашшĕн ятне тĕпе хурса Михайловка тенĕ çак тăрăха. Çав çемье пĕчĕк пÿрт лартнă, хĕл каçма апат-çимĕç хатĕрленĕ. Вырăнти халăхпа — остяксемпе — туслашни шартлама сивве чăтса ирттерме пулăшнă çĕнĕ çĕре куçса килнисене.

Ывăлĕсем çитĕннĕ. Вĕсенчен пĕри 1866 çулта уйрăлса тухма шухăш тытнă. Шăпах вăл — Чăваш ятлă яла пуçарса яраканĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çакăнта ирĕклĕ пурнăçа кăмăллакансем килсе тĕпленнĕ. Ун чухне çав тăрăх ятне никам та пĕлмен. «Чăвашсем пурăнакан çĕре каятпăр», — ăнлантарнă ыттисене. Çавăнпах Чăваш ят сыхланса юлнă. Кайран ытти ял — Прибелинка, Кирилловка, Лосинка, Алешинка, Витинск, Канаш, Ивановка... — йĕркеленнĕ. Чăвашсем сунара çÿренĕ, выльăх усранă, йывăçпа ĕçленĕ. 1895 çулта ял тĕппипех çунса кайнă. 1898 çулта çĕнĕрен хăпартнă çуртсен чÿречинчен çутă курăнма пуçланă.

1926 çулта ялта пĕрремĕш шкул уçнă. 1939 çулхи çырав кăтартăвĕнчен çакă паллă: Чăваш ял администрацине 7 тăрăх кĕнĕ. Чăваш ялĕнче 488 çын пурăннă. Унта çу завочĕ, лавккасем ĕçленĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче «Çăл куç» фольклор ушкăнĕ йĕркеленнине палăртса хăвармалла. Унăн ертÿçи Татьяна Слепченко /Марина Карюкинăн амăшĕ. — Авт./ вырăнти артистсене фестивальсене хутшăнтарнă. <...>

«Чăвашла пĕлекенсем сахалланса пыраççĕ. Çамрăксем тăван чĕлхепе калаçасшăн мар. Çурçĕр районĕнчи Витинск ялĕнче чăвашла пĕлекен ытларах. Унти «Акăш» вокал ушкăнĕнче çамрăксем те пур. <...> », — каласа кăтартать Марина Владимировна.

Паспорт тăрăх шыранă

Чăваш ятлă ялсен шăпипе малалла кăсăкланатăп. Киров облаçĕнчи Киров-Чепец районĕнчи Чăваш ял администрацийĕн ертÿçи Елена Жуйкова чăвашсене паспорт тăрăх шырани тавра сăмах пуçарчĕ. Шел те, хăйне чăваш тесе çыртараканни тупăнман.

«Чувашев хушаматлă çын çулла килет. Вăл ашшĕ-амăшĕн çурчĕпе дача вырăнне усă курать», — тет Елена Ивановна. <...>

«Хăйĕн историйĕпе пуян Чăваш ятлă ял çÿллĕ сăрт çинче вырнаçнă. Унта чăвашсем Чепца юхан шывĕ тăрăх ишсе килнĕ. Вăрман кăкласа тыр-пул çитĕнтермешкĕн çĕр хатĕрленĕ. <...> Халăх йышĕ пысăклансах пынă: 1795 çулта 133 çын пурăннă, 1926 çулта 498 çынна çитнĕ. 1910 çулта шкул, халăх училищи уçăлнă. Халĕ ялта культура çурчĕ, библиотека, вăтам шкул пур. <...> », — çырнă Чăваш ял администрацийĕн сайтĕнче.

Киров облаçĕнчи Уни районĕнче Чăваш ятлă тепĕр ял пур. Тен, унта тăван чĕлхене манман? Уни районĕн интернет-порталĕ лару-тăрăва уçăмлатма пулăшрĕ. «Кунта чăвашсем 1909 çулта Атăл тăрăхĕнчен лайăх пурнăç шыраса куçса килнĕ. Вĕсене вăрман лаптăкне сутни çинчен пĕлтерни илĕртнĕ. Анчах тăпра пулăхлă пулман. Малтанхи çулсенче хресченсем тункатасене алăпа кăкланă. Вăрманти пулăхлă тăпрана хăйсен пахчине йăтнă. Хăшĕ-пĕри ялтан тухса кайнă, теприсем çакăнтах тĕпленнĕ. Хутла пĕлмен çын сахал пулнăран чăвашсемпе вырăссем пĕр-пĕрне ăнланма пуçличчен чылай вăхăт иртнĕ. Ялта çăм таптаратчĕç, уйран уçлатчĕç. Нумайăшĕ 40 пуç таран выльăх тытатчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен 3 арçын кăна каялла сывă таврăнчĕ. 1960 çулта вăрман тирпейлекен хуçалăх йĕркеленчĕ. Вырăс çемйисем килсе тĕпленчĕç. Чăваш вырăсланчĕ. Ял пуçарса яракансем наци пуянлăхне çухатрĕç», — Акулина Кузьминых /1927 çулта çуралнă/, Анна Щеглова /1926/ каласа кăтартнине кăсăклансах вуларăм. Çакăнтах Чăваш ялĕнче чăвашла пĕлекен юлманнине палăртса хăварнă.

Тахçан пурнăç вĕресе тăнă

Чăваш ятлă ял шыраса Удмурт Республикинчи Красногорски районне çитрĕм. Кунта Мăн тата Кĕçĕн Чăваш ялĕсене шута илнĕ. Мăн Селег ял администрацине кĕрекен Мăн Чăваш ялĕ çинчен ыйтса пĕлмешкĕн Галина Копысова пуçлăх патне шăнкăравларăм. <...> Шел те, Галина Михайловна ялта кам та пулин чăвашла калаçнине ас тумасть. Унта удмуртсем, тутарсем, вырăссем пурăннă. Халĕ 4 çын кăна юлнă. Вĕсенчен иккĕшĕ — 80-ри тата 85-ри хĕрарăмсем.

Кĕçĕн Чăваш Курья администрацине кĕнĕ. Светлана Лысова специалист ăнлантарнă тăрăх, тахçан авал ялта пурнăç вĕресе тăнă. Çынсем юхан шывран инçех мар хăпартнă çуртсенче пурăннă. Вĕсем çăматă йăваланă, хурт-хăмăр тытнă. <...> Паян Кĕçĕн Чăвашра никам та пурăнмасть. Çак тăрăха пулă тытма кăна çÿреççĕ. 

Интернет уçлăхĕнче çапла иртрĕ çул çÿрев. Чăвашсем республика тулашĕнче йĕр кăна мар, ырă ят та хăварнă. Унта йăх-несĕлĕн культурине аталантарманни кăна пăшăрхантарать. <...> Тулли верси...

 

Комментарии

Манăн та тăвансем Новосибирскра пурăнаççĕ, ашшĕ-амăшĕсем вилчĕç те ачисем, мăнукĕсем пурте вырăса тухрĕç, çапла пĕтет чăваш халăхĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.