Чăваш литературин ятне-сумне вăйлатмаллах

1988 çулта Пушкăртстанра йĕркеленнĕ «Шуратăл» литпĕрлешÿ чиперех сывлать-ха. Турă пÿрсен, килес çул 30 çулхи юбилее паллă тума ĕмĕтленетпĕр. Хамăрăн Пушкăртстанри чăваш хаçачĕсенче, Шупашкарти кăларăмсенче литпĕрлешÿ хастарĕсен хайлавĕсем тухсах тăраççĕ. «Тăван Атăл» журналăн кăçалхи 7-мĕш номерĕнче литпĕрлешÿ ĕçĕпе вулакансене кĕскен паллаштарнăччĕ. Паян вара эпĕ хамăрăн тума палăртнă ĕçсем çинчен сăмах хускатасшăн, чăваш литературинчи йывăрлăхсемпе çитменлĕхсене те палăртасшăн. Иртнĕ 29 çул çухатусăр пулмарĕ. Литпĕрлешÿ йышĕнче тăракан 28 автор /тăприсем çăмăл пулччăр/ пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕç. Тин кăна литературăна килнĕскерсем марччĕ вĕсем. Пурте пичетленекен, самай палăрма ĕлкĕрнĕ авторсемччĕ. Вĕсенчен Н.Леонтьев, М.Иванов-Сихунпа В.Музыкантов Раççей тата Чăваш Писательсен союзĕсенче тăратчĕç.

Çапла, литпĕрлешÿ йышĕ самай чакрĕ. Юлашки çулсен-че çамрăксем литература енне туртăнманни сисĕнет. Çакă вĕсем компьютер умĕнче ларма кăмăлланинчен те килет паллах. Çавах та тĕп сăлтавĕ — шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме вăхăт сахал уйăрнинче. Ют çĕршыв чĕлхи-не вĕренме ытларах сехет параççĕ. Кун пек лару-тăрура вĕренекенсен: «Чăваш чĕлхипе литературине вĕренме вăхăт сахал уйăраççĕ пулсан вăл пит кирлех те мар...» — текен шухăш çуралать. Тепĕр çитменлĕх — хаçат-журналсем авторсене гонорар тÿлейменни. Çакă та çамрăксене литературăран пистерет пулас. Гонорар тесен, Пушкăртстанра чăвашла тухса тăракан «Урал сасси» хаçат авторсене май пур таран тÿлет-ха. Вырăсла, пушкăртла, тутарла кун куракан республика хаçат- журналĕсем те гонорарсăр хăвармаççĕ. Чăваш Республикин-че тухакан кăларăмсем пирки пур чухне те çавăн пек калама пулмасть. Писательсемпе çамрăк авторсене ĕçшĕн тÿлени вĕсене малашне те çырма хавхалану кÿнĕ пулĕччĕ. «Тип ка-шăкпа тута çурăлать» тесе ахальтен каламаççĕ чăвашсем. Пушкăртстанра хальхи вăхатра 8 чăваш çыравçи ĕçлесе пу-рăнать. Чăваш Республикинче çыравçăсен темиçе союзĕ пул-74

нине кура кам хăшĕнче тăнине ятранах пĕлтересшĕн. ЧР Профессионал писательсен союзĕнче /правлени председателĕ Г.Максимов/ — В.Антонов, А.Савельев-Сас тата эпĕ, Микул Ишимбай. Хĕветĕр Агивер ертсе пыракан «Хурăнташ» союзра — Г.Челпир, А.Русаковпа З.Сурпан. Юхма Мишши тытса пыракан Чăваш писателĕсен союзĕнче — Р.Павлов-Илькелрипе Л. Мавлютова-Шурçăл. Асăннă çыравçăсен ячĕсемпе çыхăннă пĕр ăнланмалла мар пăтăрмах сиксе тухни пăшăрхантарать пире. Çÿлерех асăннă пĕр çыравçă та Пушкăрт Республикин Писательсен союзĕнче тăмасть. Шута та /учета/ илмен вĕсене. Çавна пула пире пĕр биобиблиографилле справоч-никре те курма çук. Эпир Пушкăрт Республикинче пурăнмастпăр та тейĕн. Çак ыйтăва эпĕ 2010—2011 çулсенчех, К.В.Ивановпа Я.Г.Ухсай юбилейĕсене Шупашкарта паллă тума Пушкăрт Республикин делегаци йышĕнче пулнă май, çул çинче ПР Писательсен союзĕн правленийĕн ун чухнехи председателĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан К.Аралбаевпа хускатнăччĕ. Икĕ хутĕнче те вăл: «Эсир Раççей Писательсен союзне Шупашкар урлă кĕнĕ, çавăнпа пирĕн йышра тăма пултараймастăр», — тесе касса татрĕ. Виçĕ çул каялла литпĕрлешÿ правленийĕнче тăракан А.Русакова, ĕçĕпе Ĕпхÿре пул-нă май, каллех Пушкăрт Республикинчи Писательсен союзне кĕрсе çак ыйтăва çĕклеме ыйтрăм. Ун чухне ăна вăл вăхăтри правлени председа-телĕ Р.Туйгунов намăс сăмахсемпе вăрçса хăваласа янă. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче каллех çак ыйтăва республикăри Чăваш наци культура авто-номийĕ умĕнче çĕклеме тиврĕ. Пирĕн ыйтăва автономин правлени пред-седателĕ В.В.Викторов Пушкăртстан Правительствин премьер-министрĕн çумĕ С.Сагитов патне çитернĕ. Лешĕ ПР Писательсен союзне лару-тăрăва тĕплĕн пăхса тухса кирлĕ пек йышăну тума хушнă. Раштавăн 22-мĕшĕнче А.Русаковпа Ĕпхĕве çитсе Писательсен союзĕн правлени председателĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан З.Алибаевпа курнăçса калаçма шутларăмăр. Заки Арсланович пире тараватлăн йышăнчĕ. Эпир те парăмра юлмарăмăр, «Шуратăл» хастарĕсен кĕнекисене пĕр çĕклем парнелерĕмĕр. Ун чухне Алибаев пирĕн ыйтăва кăрлач уйăхĕнче иртмелли правлени ларăвĕнче татса пама шантарчĕ, анчах виçĕ уйăх иртсен те пирĕн ыйтăва пăхса тухни пулмарĕ. Аптăранă енне ака уйăхĕнче каллех З.Алибаева /хальхинче ПР Писательсен союзĕн правлени председательне суйланăскере/ шăнкăравларăм. «Сирĕн ыйтăва Правлени ларăвĕнче пăхса тухрăмар. Шел пулин те, тивĕçтерекен йышăну пулмарĕ», — тесе хуравларĕ. Ак тамаша! Писательсен Правлени йышĕнче национализм чирĕпе чирленĕ çынсем те пулнине маларахах илтнĕччĕ-ха. Çавах тĕрĕслĕх çиеле тухасса шанса тăраттăмăр. Ара, ку тепĕр термина, «дискриминаци» текеннине, çывăх тăрать мар-и?

Республикăра пурăнакан ытти халăх çыравçисене те килсе çапнă-ши çак пулăм? Çук иккен. Ман алăра тĕлпулу вăхăтĕнче З.Алибаев парнеленĕ «Писатели Башкортостана» справочник. Унти 1-мĕш страницăрах О.Абих ячĕ пур, 4-мĕшĕнче — Л.Афлятунова. Çак вырăс çыравçисене Шупашкарти ĕçтешсем ыйтнипе Чăваш Енри писательсен «Хурăнташ» союзĕ урлă Раççей Писательсен союзне кĕме хамах рекомендаци панăччĕ. Апла пулсан вырăс çыравçисене пырса тивмест çак нуша. Пушкăртстанра пурăнакан ытти халăх çыравçисем пирки, шел пулин те, калама пултараймастăп.

Çакăн пек пăтăрмахлă лару-тăру пирĕн Пушкăртстанра. Тĕрĕссипе, ПР Писательсен союзне кĕни пире темех парас çук-ха. Тен, хăш-пĕр авторсен хайлавĕсене пушкăртла куçарса «Китап» издательствăра кĕнекесем кăларма май пулĕ тесе тăраттăмăр. Халĕ çак ĕмĕт те татăлать. Республикăри писательсен йышĕнче тăман чăваш авторĕсемшĕн издательство алăкĕ уçăлас çук.

Паллах, алă сулма та пулать. Анчах эпир ыттисемпе пĕр тан çыравçăсем пулнине кăтартнипе пĕрлех хамăра хисеплеме вĕренни тата вĕрентни ха-клă пирĕншĕн. Чăваш çыравçисене шута хуманни - республикăра пурăнакан 120 пине яхăн чăваш халăхне хисеплеменнипе пĕрех. Çак ĕçре йĕрке тума ЧР Писательсен союзĕнчен пулăшу ыйтасчĕ те, Чăваш Енре ун пек пĕрлĕхсем тăватта çитнĕ пирки никама йăлăнма пĕлмелле мар. Çакă тĕлĕнтерет: халăха тата чăваш çыравçисене çапла уйрăлса-пайланса пурăнни мĕн парать-ши? Çыравçăсен шучĕ самай ÿснĕ-ха. Уйрăмах Юхма Мишши ертсе пыракан союзра. Çыраканнисем вара çукпа пĕрех.

Литература критики сÿнсе ларас патне çитни те пăшăрхантарать пире. Сайра хутра кăна «Тăван Атăлта» кун çути курнă хайлавсене тишкерекен материалсем тухкалаççĕ. Пурте пĕлетпĕр: критика пулмасан литература аталанаймасть. «Кашни чăваш — хăй патша», теççĕ халăхра. Союз-и, ассоциаци-и — ят улăштарнипе кăна, пĕр чăмăра пухăнса алла-аллăн ĕçлеме тытăнмасан, литературăра улшăнусем пулас çук. Пĕр союза пĕрлешсен, тен, республика бюджетĕнчен пулăшу кĕтме пулĕччĕ. Унсăрăн чăваш литератури ураланса каяс çук. Юхма союзĕ ЧОКЦ çуртĕнче тытан-са тăрать пулсан, ыттисен уйрăм çурчĕ мар, пÿлĕмĕсем те çук. Танлаштар-ма: Пушкăрт Республикинчи Писательсен союзĕ икĕ хутлă уйрăм çуртра тĕпленсе ĕçлет. Тĕрлĕ мероприятипе юбилей ирттерме, çул çÿревпе писательсен çуртне тытса тăма республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Чăваш литературинче патриотизм çÿлĕкĕ самай пушанни сисĕнет. Юлашки çулсенче прозăра çар темипе çырнă хайлавсем курăнсах каймарĕç. Вĕрентÿ программине кĕртнĕ çыравçăсене илсен, вĕсен шучĕ ху-шăнас вырăнне сахалланса пырать. Тĕслĕхрен, пирĕн ăрури ача-пăча хамăр ентеш М.Н.Данилов-Чалтун писатель-патриот хайлавĕсене вуласа ÿснĕ. Халь çак писателе вĕрентÿ программинчен кăларнă иккен. Чалтун — виçĕ вăрçăра пулнă çыравçă. Хальхи вăхăтра Граждан вăрçипе Совет самани çинчен çырасси хисепре мар пулсан та, Максим Николаевич — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çулĕсене пăхмасăр хăй ирĕкĕпе кайса пуçне хунă писатель-патриот, хăюллă совет офицерĕ. Унăн хайлавĕсене тĕпчесе вĕренессине шкул программине тавăрасси Вĕрентÿ министерствин тивĕçĕ пулмалла. Писатель-патриот çуралса ÿснĕ Усăллă ялĕнче паллă ентешне манмаççĕ-ха. Унччен кунта шкул пулнă. Халĕ ялта вĕренекенсем сахал пулнипе социаллă центра çаврăннă кирпĕч çурт çинче Чалтуна асăнса виç чĕлхепе çырнă Асăну хăми пур. Шалта тавра пĕлÿ музейĕ, унтах ăна халалланă уйрăм вырăн. Усăллăрах çуралса ÿснĕ, нумай çул шкул ди-ректорĕ пулнă П.А.Емельянов художникăн писатель-патриотăн тĕрлĕ çулти пурнăçне сăнлакан картинăсен речĕ те кунтах. Çакна икĕ çул каялла Усăл-лăра Чалтунăн Асăну кунне ирттернĕ вăхăтра хамăр курса ĕнентĕмĕр.

Хальхи вăхăтра Чăваш тĕнчинче чăваш вулаканĕсем, тăван литературăна кăмăллакансем валли пĕртен-пĕр «Тăван Атăл» журнал тухса тăрать. Темиçе çул каялла «Ялав» журнала «Тăван Атăлпа» пĕр хуплашка айĕнче кăларма пуçларĕç, каярах хупрĕç. «Капкăн» журнал та кăçалхи иккĕмĕш çур çултан тухмарĕ пулас. «Тăван Атăла» та çак шăпа килсе çапас пулсан /çавăн пек пулмасса питĕ шанас килет те!/, хăюллăнах чăваш литератури тĕпленчĕ тесе калама пулать. Влаçра ларакансенчен хăшĕ-пĕри: «Чăваш кăларăмĕсене çырăнса илекен çук», — теме пăхать. Мĕнре-ха тĕп сăлтавĕ? Пирĕн патăмăра, Пушкăртстана, тĕслĕхрен, журнал издательствăран пичетленсе тухнă хыççăн 15-20 кунран тин килсе çитет. Çакăн пирки вулакансенчен кашнинчех сăмах илтме тивет. Кунта «Раççей почти», унăн тытăмĕсем йĕркеллĕ ĕçлеменни, кăларăма вулакан патне вăхăтра çитерменни куç кĕрет. Йĕркеллĕ-и-ха çакă? Çук паллах! Малалла вулас...

 

Микул ИШИМБАЙ.

1 Комментарий

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.