Архив - 28 Ноя, 2014 - Çамрăксен хаçачĕ
«Çамрăксен хаçачĕ » 48 (6037) №. 28.11.2014
“Чăваш кĕслине чунран юрататăп”
"Музыка - ăслă çынсен савăнăç лаççи. Вăл халăхра тĕрлĕ шухăш çуратма, тарăн йĕр хăварса йăла-йĕркене пăсма пултарать", - тенĕ Авалхи Китай философĕ Сюньцзы. Чăн та, илемлĕ кĕвĕ шаннă ÿсен-тăрана вăй илме, çынна çитĕнÿ тума çунат хушать. Çак ĕçре пире пултаруллă композиторсем те, мусăкçăсем те пулăшаççĕ.
Унтах сывлăха çирĕплетеççĕ, эрех ĕçеççĕ...
Нумаях пулмасть хĕрĕмсемпе Çĕнĕ Шупашкарти "Атăл" кинотеатрта пултăмăр. 3D фильм пăхрăмăр. Кинофильмĕ кăмăла килчĕ, анчах çамрăк ăру, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хăйне епле тытни килĕшмерĕ. Буфетра "попкорн" текен пылак çимĕç сутаççĕ. Ачапча шутсăр кăмăллать ăна. Пысăк стакансемпех туянать! Чи тĕлĕнмелли: киноччен кăна мар, ун вăхăтĕнче те пĕр вĕçĕм çиеççĕ ăна шăпăрлансем. Савăтри пылак çимĕç пĕтрĕ тĕк - çийĕнчех тепре тухса туянаççĕ. Сеанс вăхăтĕнче хутлаççĕ кăна! Урайĕнче... Чăх кăна мар, сысна тăранмалăх та апат çителĕклĕ.