Архив - 25 Окт, 2019 - Хыпар
«Çамрăк çыравçăсем пур, вĕсем тухăçлă ĕçлеççĕ»
«Çапларах-им вăл — яшпа хĕр хутшăнăвĕ? Малтанхи тапхăрта кăна асамат кĕперĕ пек çичĕ тĕслĕ, çутă, илемлĕ-и?» — вулакана шухăша ярать «Чие çеçкене ларсан…» калав авторĕ Ольга Австрийская. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Кĕтмен юрату» кĕнеке кун çути курчĕ. Çамрăк авторсен калавĕсемпе повеçĕсене Ольга Федорова пухса хатĕрленĕ. Аслă классенчи шкул ачисем валли суйланă хайлавсенчен тăракан илемлĕ литература кăларăмĕ 1 пин экземплярпа пиçсе тухнă. Малалла Ольга Леонидовнăна хăйне сăмах парар.
Туйра турилкке çапса çĕмĕреççĕ
Унччен Арменире пĕр шиксĕр пурăннă Марат Арамаисовичпа Марине Борисовна Гамбарянсем 1988 çулхи раштав уйăхĕн 7-мĕшне халĕ те чĕрине ыраттармасăр аса илеймеççĕ. Çĕр вăйлă чĕтреннипе çур минутрах Спитак хули йăлт ишĕлчĕк айне пулнă, Ленинакан халĕ — Гюмри вăйлă арканнă, 300 ял-хула йывăр инкек тÿснĕ. Хăрушлăхпа тĕл пулнă халăх пĕр самант та лăпкă пурăнма пултарайман. Чун-чĕрине канăçлăх кÿрес тесе тăванĕсене шырама тапратнă. Тăван килĕсене пăрахса урăх çĕршыва каякансем те тупăннă. Гамбарянсем вара хĕрĕ Анаит виççĕре чухне Раççее çул тытнă.