Вăрçăра вилнĕ упăшкине халĕ те ашшĕ ячĕпе асăнать

25 Окт, 2019

Мăшăрне çапла хисеплет 103 çулти Мария Иванова

Етĕрне районĕнчи Тукас ялĕнче кун кунлакан Мария Ивановăпа тĕл пулакан вăл 103 çулта тееймĕ те. Питĕ çивĕч калаçать-çке, сасси хытă, чĕрĕ. «Хам пирки тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартас пулсан эсир макăрса яратăр», — терĕ Марье аппа иртнĕ кунсене шухăшĕпе таврăнса.

Уявран — фронта
Хăй пĕр ĕмĕр ытла пурăнса иртнинчен тĕлĕнет Мария Ивановна.
— Выççи, тутти, шартлама сивви... Эй, Турă, епле тÿснĕ-ши тулĕк? — сăмах çăмхине сÿтме пуçларĕ вăл. – Эпĕ 2 çулта чухне атине /атте - диал./ Граждан вăрçине илсе кайрĕç. Анне каланă тăрăх, вăл алăкран тухсан эпĕ хыççăн чупнă. Çывăх çынран уйрăлас килмен пуль çав. Ати таврăнаймарĕ киле, çурма тăлăха юлтăм. Каярахпа анне Захар ятлă арçынна качча тухрĕ. Вăл вăрçăран таврăннăскерччĕ, шуррисен тыткăнĕнче пулнă. Çемьере тăватă ачаччĕ пирĕн.
Тăван ашшĕн сăнарĕ Марье аппашăн вăхăт иртнĕ май манăçнă. Сăн ÿкерчĕкре кăна курнă ăна:
— Салтаксен ушкăнĕпе ÿкерĕннĕ вăл, ати варринче тăратчĕ. Çав ÿкерчĕке Максим шăллăмпа пăх-са пĕррехинче уласа йĕтĕмĕр. Вăл пирĕн атте вĕт-ха! Аллине çÿлелле çĕкленĕ, «ура!» кăшкăраççĕ ÿкерчĕкре.
Ашшĕн пĕртăванĕсене лайăх астăвать Мария Ивановна. Петр, Герасим, Никифор, Иван... пурте вăрçăра пуç хунă. Самана йывăрлăхĕсене пăхмасăр Марьесен çемйи ытлă-çитлĕ пурăннă. Ĕне, лаша, сурăхсемпе хурсем тытнă, выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă. Çавăнпа Марье шкула каяйман. Çичĕ çул тултарсан парта хушшине ларма хатĕрленнĕ вăл, ашшĕ-амăшĕ тетрадьпе кĕнеке туянса панă, кĕпе çĕлесе хатĕрленĕ. Шкула пĕр уйăх пек çеç сукмак такăрлатнă, сас паллисене те уйăрма ĕлкĕрейменскере амăшĕ килте ĕçлемелле тесе вĕренме чарнă.
Етĕрне тăрăхĕнчи Карикассинче çуралса çитĕннĕ Марье 20 çулта кÿршĕ ял каччипе çемье çавăрнă. Вăл упăшкине пурнăç тăршшĕпе, халĕ те ашшĕ ячĕпе асăнать: Григорий Степанович. Питĕ хисепленĕ вăл мăшăрне. Унран ытла шикленнĕ. Çав тери кĕвĕç арçын пулнă. Арăмĕ чÿречерен иртен-çÿрене сăнанине асăрхасан та: «Кирлĕ-им вăл сана? Наччасра чĕнсе кĕртетĕп ак!» — самантрах çилленсе шăл хăйрама тытăннă. Марье ун умĕнче ытлашши сăмах калаçасран та пăрăннă. Икĕ хĕр Гальăпа Люся çут тĕнчене килнĕ мăшăрăн. Григорипе Мария пилĕк çул çеç çемьеллĕ пурнăçпа пурăннă — чăваш ялне тĕнчене кисретекен хăрушă хыпар çитнĕ: вăрçă! Çемье пуçĕн телейĕ пулман-тăр, ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă кунхинех тăванĕсенчен уйăрса фронта илсе кайнă.
— Григорий Степановича 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăрçа илсе кайрĕç. Çав кунхине пирĕн ялта уявччĕ, килте хăнасем пухăнчĕç. Кĕрекере ларатпăр çапла калаçкаласа, икĕ милиционер килсе кĕчĕ. «Пуçтарăн!» — хушрĕç мăшăра. Пурте пăлханса ÿкрĕмĕр. Григорий Степанович стакан илсе хăйĕн валли ĕçмелли тултарасшăнччĕ çеç — çакна тума та памарĕç ăна. Вăл кĕçĕн хĕрĕмĕре Люсьăна, пĕчĕкскере, алли çине лартса çÿлелле çĕклерĕ те: «Ну, сывă юл!» — терĕ. Куççуле тутăр вĕçĕпе вăрттăн шăлтăм... — калаçрĕ Мария Ивановна. Халĕ чылай япалана манать пулин те ку саманта нихăçан пуçĕнчен кăларас çук. Алла пăшал тытнă хыççăн мăшăрĕ икĕ çыру çеç вĕçтернĕ фронтран. Вăрçă хирне тухса кайнă çулхине салтаксен пĕр ушкăнĕ Çĕмĕрле хули витĕр кайма тухнă, унта темиçе кунлăха чарăннă. Вĕсен йышĕнче Марьен упăшки Григорий та пулнă. Мăшăрĕпе ачисене курассишĕнех вăл тăван килне кĕрсе тухмасăр чăтайман. Икĕ кун та икĕ каç пурăннă çемйипе.
— Упăшка ман пулеметчик пулнă, куç çивĕчлĕхĕ шутсăр лайăхчĕ унăн. Тăшмансен самолечĕсене персе антарнă. Киле кĕрсе тухнă чухне ăна пÿрнесĕр алсишсем, ăшă нуски çыхса парса ятăм. Смоленск, Сталинград хулисене хÿтĕлеме хутшăннă Григорий Степанович çапла каласа кăтартатчĕ: «Сталинград хули тавра хĕп-хĕрлĕ юн шыв пек сарăлса выртать». Вăл каллех тухса кайрĕ. Кăштахран эпĕ ача кĕтнине пĕлтĕм. Анчах упăшка килни пирки пĕр чĕрĕ чуна та шарламан, — калаçăвне тăсрĕ кинемей. Ача кĕтни пирки упăшки пĕлмен. 1943 çулта Марье виççĕмĕш хут амăшĕ пулса тăнă. Çав çулхинех Ивановсене Григорий хыпарсăр çухални пирки пĕлтернĕ... Кĕçĕн хĕрне Мария Ивановна çулталăк никама кăтартмасăр пурăннă. Кÿршисем ăнсăртран курсан тĕпченĕ: «Камран çуратнă? Ача ашшĕ кам?» Марье аптăранă енне пĕр касра пурăнакан арçын ятне каланă. Хайхискере пÿрни татăккине пула вăрçа илсе кайман. «Упăшка килсе кайрĕ», — теме юраманнине ăнкарнă çамрăк хĕрарăм. Пĕр кунхине ял канашĕн ĕçченĕ килнĕ. «Эсĕ ача çуратнă теççĕ», — сăмах пуçарнă вăл. Мария Ивановна ăна тунман, чăннине каласа кăтартнă. Хыпара вăрттăнлăхра тытма ыйтнă. Çав вăхăт тĕлне хĕр пĕрчи Зоя ураланнă ĕнтĕ, чупса çÿренĕ. Пĕр касра пурăнакан хайхи арçыннăн, «суя ашшĕн», тăванĕсенчен ăна пурнăç тăршшĕпех сăмах лекнĕ. Пĕр сăлтавсăр. Вăхăт иртнĕ май чунĕсем çемçелнĕ вĕсен, халĕ тивĕçлĕ канури Зоя Григорьевнăна: «Пирĕн!» — теççĕ.
Крахмал икерчи
Мăшăрне фронта ăсатсан Марье пĕччен юлнишĕн хÿхлесе йĕнĕ. Юрать, çумра хунямăшĕ пулнă, пуç усма паман. Ачисене пăхма пулăшнă. Çамрăк хĕрарăм суха нумай тунă, уйра икĕ лашапа ĕçленĕ. Вăрçă тухсан утсене фронта илсе кайнă.
— Лашасенчен уйрăлас умĕн иккĕшĕн хушшине тăтăм та кăшкăрса макăртăм. Юрататтăм вĕсене. Вĕсен пысăк куçĕнчен куççуль юхрĕ, лайăх мар çĕре каясса сисрĕç пулĕ. Мĕн чухлĕ пĕрле ĕçлерĕмĕр те çапла шелсĕр уйăрчĕç пире, — янаварсене халĕ те куççульленмесĕр аса илеймерĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.