Архив - 20 Мая, 2015 - Хыпар
Чун тĕпĕнчи сăмахсем
Тухтар та Селиме умĕнче парăмлă мар: парнешĕн парне пултăр тесе, вăл ăна арча туса пачĕ. Мĕнле лайăх арча турĕ-ха тата! Пĕр турат куçсăр чăрăш хăмисем суйласа тупрĕ - купăс пек янăраса тăратчĕç хăмисем - вăл вĕсене çÿхетсе саваларĕ, пĕрин çумне тепĕрне çыпăçтарнă чух ниçта пĕр йĕр, пĕр çĕвĕ хăвармарĕ* арчине тул енчен ийĕпе касса тĕрлерĕ, тăла татăкĕпе сăтăрса якатрĕ, хурăн хуппи ярса вĕретнĕ шывпа сăрларĕ, хĕвел çинче хĕртсе пиçĕхтерчĕ. Çавăн пек чаплă парнешĕн Селиме каçсах кайрĕ.