Вороновсем малашлăха такăр çул хывнă
Килĕшÿллĕ çемьере ĕç кал-кал пырать. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турханта пурăнакан Вороновсемпе тĕл пулнă май çакна аванах туйса илтĕм. Галина Поликарповнăпа Юрий Гаврилович пурнăç çулĕпе чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕрле утаççĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланать. Кил хуçи тăван хуçалăхра инженерта ĕçлет, арăмĕ вара Мучикассинчи вулавăшра вăй хурать. Ĕçчен çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усрать. Галинăпа Юрий мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Галинăн амăшĕ фермăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Икĕ хĕрне вăл пĕчĕклех ĕçе кÿлĕнтернĕ. Хĕр пĕрчисем шкулта та лайăх вĕреннĕ.