Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Елена Андреева тăхăр теçетке çула çывхарать пулин те вашават-ха. Кил-тĕрĕшри ĕçсене те хăех пурнăçлать.
Эпĕ 1941 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă тапхăрта çуралнă. Халĕ 80 çула çывхаратăп. Вăрçă çулĕсенче, хыççăн та пурнăç йывăр пулнă. Çынсем выçăллă-тутăллă пурăннă. Пÿрте хутса ăшăтма вутă та çукчĕ. Пахчара кăшкар утине, мăяна, ытти курăка татса çиеттĕмĕр. Вăл пушанса юлсан кукаçи-кукамай патне каяттăмăр. Вĕсен ачисем фронтра çапăçнă май пахчи сип-симĕс пулнă.
Кăçал Улатăр районне кайсан журналистсене Чуварлей ялĕнчи ача-пăча сачĕн физкультурăпа вăйă лапамне кăтартрĕç. Ура айне резина плиткăсем çыпăçтарнă — ÿксен ал-урана мăкăлтамĕç. Хул-çурăма снарядсемпе, хусканусем туса тĕреклетеççĕ. Организма пĕчĕкрен вăйлатни кашниншĕн лайăх. «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарăва тĕпе хурса общество инфратытăмĕн проекчĕсене пурнăçласси çинчен» указа кăлариччен кунта ачасен сывлăхне çирĕплетме хăтлă вырăн пулман.
Раççейрен, вăл шутра Чăваш Енрен те, Абхазире çуллен 1 млн ытла турист пулса курать. Шупашкарта тусен хушшинче вырнаçнă Рица кÿллипе пĕр ятлă кафе пур. Мăшăрпа пĕрле вунă кун кăна пултăмăр пулин те, куллен ушкăнăн-ушкăнăн йĕркелекен тĕллевлĕ экскурсисене хутшăнса паллă вырăнсене, хуласемпе ялсене çитсе куртăмăр. Кавказăн тĕлĕнмелле илемĕпе чунтан килентĕмĕр, кислородпа пуян сывлăша экспертсем Мускаври сывлăшра — кислород 8%, Абхазире 41% пуррине çирĕплетеççĕ кăкăр тулли çăтрăмăр, ир те каç Хура тинĕсре чÿхентĕмĕр.
Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕ çумĕнчи халăх театрĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 45 çул çитрĕ. Алиса Ковалева режиссер ертсе пынă коллективăн пĕрремĕш ĕçĕ çармăс драматургĕн Арсий Волковăн «Артистка» пьеси тăрăх лартнă спектакль пулнă.
«Интернет майри», — теççĕ Канаш районĕнчи Кайăкьялĕнче пурăнакан Зоя Яшковăна. Хăй каланă тăрăх, йăлтах ăнсăртран пуçланнă. «Мăшăрăм тытса килнĕ пулла ăшалаттăм. Ĕçленине ывăлăм Саша видео ÿкерсе интернета вырнаçтарчĕ.