Ял историне пĕлетĕр-и?

КОНКУРС ВĔÇЛЕНЧĔ

Пултарулăх ăмăртăвне 7-11-мĕш классенче вĕренекенсене хутшăнма чĕннĕччĕ, анчах кĕçĕнреххисем те юлас темен. Ку, чăнах та, савăнтарать.
Çĕнтерÿçĕсене палăртма конкурса хутшăнакансене 2 ушкăна уйăртăмăр.
1-7-мĕш классен хушшинче 1-мĕш вырăна Арианна Осипова /7-мĕш класс, Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ; вĕрентекенĕсем — Елизавета Михайлова тата Людмила Клементьева/ тивĕçрĕ. 2-мĕшĕнче — Алина Глухова /7-мĕш класс, Пушкăртстан, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; вĕрентекенĕ — Николай Глухов/. 3-мĕшĕнче — Маргарита Прокопьева /7- мĕш класс, Вăрнар районĕ, Нурăсри хавшакрах сывлăхлă ачасен интернат шкулĕ; вĕрентекенĕ — Галина Кадыкова/ тата Аделия Иванова /4-мĕш класс, Канаш районĕ, Катек шкулĕ; вĕрентекенĕ — Зоя Петрова/. «Çамрăк тавра пĕлÿçĕ» номинацие Арина Федотова /7-мĕш класс, Патăрьел районĕ, Турхан шкулĕ; вĕрентекенĕ — Мария Федотова/ тивĕçрĕ.
8-11-мĕш классенчен 1-мĕшвырăнта — Александра Мясникова /8-мĕш класс, Елчĕк районĕ, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ; вĕрентекенĕ — Нина Левая/, 2-мĕшĕнче — Кирилл Васильев /10-мĕш класс, Красноармейски районĕ, Красноармейски шкулĕ; вĕрентекенĕ — Зинаида Михайлова/, 3-мĕшĕнче — Ксения Ильдякова /8-мĕш класс, Шăмăршă районĕ, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ; вĕрен-текенĕ — Валентина Мандрюкова/. «Çамрăк тавра пĕлÿçĕ» номинацие Ольга Никитина /8-мĕш класс, Пушкăртстан, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ/ тивĕçрĕ.
 

*         *        *

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕпе «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçат редакцийĕ «Ял историне пĕлетĕр-и?» конкурс пуçараççĕ.
Конкурс тĕллевĕсем:
— шкул ачисене тăван ял историне пухма тĕпчевлĕ-шыравлă ĕçе явăçтарасси;
— çамрăк тавра пĕлÿçĕсен тăван чĕлхе пуянлăхне, тавра курăмне ÿстерме пулăшасси;
— шыравлă ĕçе вĕрентекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарасси.
Пултарулăх ăмăртăвне 7-11-мĕш классенче вĕренекенсене хутшăнма чĕнетпĕр. Конкурс пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа акан 1-мĕшĕччен пырать.
Хаклă ачасем! Тăван ялăр хăçан, мĕнле пуçланса кайни пирки, унăн кун-çулĕ çинчен çырма пулăшас тĕллевпе 10 ыйту хатĕрлерĕмĕр. Вĕсене çеç хуравлани çителĕксĕр. Ял историне çырнă чухне хайлава май килнĕ таран туллин тата шухăша çыхăнтарса хатĕрлеме тăрăшăр.
Кашни ялăн хăйне çеç тивĕçлĕ ячĕ, сăн- сăпачĕ пур. Вăл хăçан тата епле пуçланса кайнин халапĕ тĕрлĕрен те, темиçе те пулĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри истори чăнлăхĕсемпе килĕшсе те тăмĕ. Апла пулин те ватă çынсем каласа кăтартнине нимĕн улăштармасăр çырса илĕр.
Конкурс ĕçне çырма пулăшакан ыйтусем:
1. Ял ячĕ: вырăсла, чăвашла, чиркÿ пулнă тăк ун ячĕпе пани те. Сирĕн ял ятне хăвăр ялтисем тата кÿршĕрисем мĕнле калаççĕ?
2. Ял ячĕн пĕлтерĕшĕ.
3. Ял пуçланса кайни çинчен халап. Вăл темиçе те пулма пултарать. Кашни халапа çырăр.
4. Яла пуçаракан, йĕркелекен çыннăн е йăхăн ячĕ.
5. Ялăн малтанхи вырăнĕ /кивçурт вырăнĕ/ пулнă-и? Пулнă тăк вăл ăçтан тата мĕнлерех вы-рăнтан пуçланнă?
6. Ял миçе ĕмĕр каялла тата миçемĕш çулсенче пуçланнă?
7. Унăн хальхи вырăнĕ. Мĕнле вăл?
8. Ял çумĕнче, унăн таврашĕнче, тăрăхĕнче истори палăкĕсем, япалисем пур-и?
9. Ял çĕнелсе, улшăнса пырать-и?
10. Унăн пуласлăхĕ, малашлăхĕ пур-и?
Хаклă туссем! Компьютерпа пичетленĕ ĕçĕрсенче хăвăр хушамата, ята, аçăр ятне, хăш шкулта, миçемĕш класра вĕреннине, район /хула/ ятне чăвашла тата вырăсла çырăр.
Пултарулăх конкурсне хатĕрлекен вĕрентекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, кĕсье телефонĕн номерне кăтартăр.
Кашни хутшăнаканăн «Тантăш» хаçата çырăнни çинчен ĕнентерекен квитанцин копине ĕçпе пĕрле ярса памалла.
Ĕçсене ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен «Тăван ял конкурсне» паллăпа «Тантăш» хаçат редакцине çак адреспа: 428019, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, «Тантăш» хаçат редакцийĕ е редакцин электрон почтине tantas@list.ru ярса парăр.
«Ял историне пĕлетĕр-и?» конкурса ака уйăхĕнче пĕтĕмлетĕпĕр. Чыславне хăçан тата ăçта ирттерессине уйрăм пĕлтерĕпĕр.
Паха хайлавсен авторĕсене дипломпа, парнепе, вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене тав хучĕпе чыслăпăр. Кашни хутшăнакан сертификатлă пулĕ. Паха ĕçсен авторĕсен ячĕсене Чăваш наци конгресĕн тата «Хыпар» Издательство çурчĕн сайчĕсене, «Контактра» соцсетьри «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăна вырнаçтарăпăр.

www.hypar.ru

Геронтий НИКИФОРОВ, конкурс йĕркелекен комитет пайташĕ.