Театрта — селфи

Эсир театра çÿреме юрататăр-и? Юрататăр пулсан «Хыпар» изадтельство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕ» пуçаракан çĕнĕ конкурс шăпах сирĕн валли. «Театрта — селфи» ятлă вăл. Ăна Раççейри Театр çулталăкне халаллатпăр.

Кирек хăш театрта /республикăри, Раççейри, тĕнчери/ ÿкерĕнĕр те пирĕн пата ăсăтăр. Селфипе пĕрле хăвăр ят-шывăра, хăш театрта мĕнле постановка курнине кĕскен çырса пĕлтерĕр, çав самантра сирĕнпе мĕнле кăмăл-туйăм хуçаланнине палăртсан пушшех аван. Эпир вĕсене хаçатра пичетлетпĕр кăна мар, «Контактра» соцсетьри «Çамрăксен хаçачĕн» ушкăнне те вырнаçтарăпăр. Сăн ÿкерчĕкпе çырăва электрон почтине molgazeta@rambler.ru адреспа е «Контактри» пирĕн ушкăна е корреспондентсем патне ямалла.

Конкурс çĕнтерÿçине çулталăк вĕçĕнче палăртăпăр, парнепе хавхалантарăпăр. Ăна эсир, хаклă вулакансем, суйлама пултаратăр. «Контактра» соцсетьри пирĕн ушкăна кĕрсе килĕшекен сăн ÿкерчĕкшĕн «лайк» пусмалла.

Сăн ÿкерчĕкре: Шупашкарта пурăнакан Зоя Киргизова пĕчĕк хĕрĕпе Маргаритăпа Çĕнĕ çул умĕн тата хыççăн тĕп хуламăрти мĕн пур театра çитсе ача-пăча валли лартнă çĕнĕ спектакльсемпе киленнĕ. Ку селфие Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне «Снежная королева» юрă-кĕвĕллĕ юмах курма килсен тунă.

www.hypar.ru