Тани Юна чыс туса Асăну хăми уçрĕç
«...Пăхатăп та... эпĕ - телейлĕ. Тен, ĕмĕтсем пурте пурнăçланаймарĕç пуль. Кÿренмеллисем те, хурланмаллисем те сахал мар пулчĕç манăн пурнăçра. Çапах та - телейлĕ! Мĕншĕн тесен эпĕ - актриса. Актриса! Шутлăр-ха хăвăрах: ĕлĕк чăваш хĕрарăмĕ ун пеккине ĕмĕтленме мар, пĕлмен те вăл ята. Ак эпĕ театрта кăна мар, кинокартинăсенче те вылянă. Эп вылякан спектакльсене, киносене куракансем тăвăллăн алă çупса ырланине хам та сахал мар илтнĕ. Апла пулсан эпĕ çынсемшĕн питĕ кирлĕ ĕç тунă, вĕсене, çĕнĕ пурнăç тăвакансене, сахал мар ырăпа хавхалантарнă. Çакă мар-и ĕнтĕ пурнăçри чăн-чăн телей?!»
Тани Юн.
Январĕн 30-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕнчи вăтам шкул çинче Татьяна Степановна Максимова-Кошкинскаяна чыс туса Асăну хăми уçрĕç. Ун умĕн, январĕн 28-мĕшĕнче - киноактрисăн çуралнă кунĕнче, ЧР Кинематографисчĕсен союзĕн ертÿлĕхĕн председателĕн Олег Цыпленковăн пуçарăвĕпе, союз хастарĕсем Илтимĕр Ефремов, Юрий Спиридонов, Алексей Иванов, Тани Юнăн çывăх тăванĕ Светлана Березкина киноактрисăн вилтăприйĕ çине çитсе килчĕç. Ушкăн çав кунах И.Максимов-Кошкинские те пуç тайрĕ.
Сергей Журавлев сăнÿкерчĕкĕсем.