Салтак ячĕ ялан хисепре

9 Апр, 2015

"Уй варринче лаштра юман, атте тесе, ай, кайрăм та..." çапла юрлатчĕç ялсенче яша салтака ăсатнă чухне. Шел те, халĕ чуна хурлантаракан юрра ытлах шăрантармаççĕ. Ку ыйтăва мĕншĕн хускатрăм тетĕр-и? Тĕрĕс - апрелĕн 1-мĕшĕнче яланхи пекех çуркуннехи призыв пуçланнă. Июнĕн 15-мĕшĕччен республикăри çĕр-çĕр салтак Тăван çĕршыв умĕнчи сăваплă тивĕçе пурнăçлама çула тухĕ. Мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ салтаксене? Тарса çÿрекенсен тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех? Ку ыйтусене ЧР çар комиссариачĕн çар службин призывĕпе хатĕрленĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ Сергей Козюра уçăмлатрĕ.

Сергей Александрович пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Чăваш Республикинчи 1750 яш патне повестка килмелле. Анчах вĕсем пурте хăйсен чи яваплă тивĕçне пурнăçлĕç-и? Ара, хăшĕ-пĕри çулталăка ахаль сая ярасшăн мар вĕт. Шăпах çапла калаççĕ вĕсем. Аслашшĕсемпе кукашшĕсем нимĕç фашисчĕсене аркатса пире тăнăç пурнăç парнеленине, çарти салтаксем хăйсен тивĕçĕсене чуна парса пурнăçланăран вĕсем лăпкăн çывăрнине шута илеççĕ-ши? Сергей Козюра пирĕн республикăра салтака каясран тарса çÿрекенсен йышĕ самаях пысăк пулнине палăртрĕ. ЧР çар комиссариачĕ кăçал, Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă май, ку енĕпе лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанать. Чи малтанах çитĕннĕ кашни яшăн хăй Тăван çĕршыв умĕнче парăмра пулнине ăнланмалла.

- Эпир çамрăксене салтака ирĕксĕрлесе илсе кайма тĕллев лартмастпăр. Вĕсен ку сăваплă тивĕç пулнине хăйсен ăнланмалла. Кун пек майпа салтака та, командирсене те ĕçе пурнăçлама çăмăлрах пулĕ, - палăртрĕ Сергей Козюра. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.