Тăшман тесе айăплани те поэт ятне варалайман

9 Апр, 2015

Красноармейски тăрăхĕнчи Янкас ялĕнче 1909 çулта кун çути курнă Нестер Янкас поэтăн шăпи тĕрлĕ элеке пула синкерлĕ килсе тухнă. Унăн пултарулăхне, пурнăçне нумайăшĕ тĕпчесе хак панă.

Пурăннă чухне тăхăр кĕнеке кăларма ĕлкĕрнĕскерĕн пурнăçĕпе пултарулăхне Петĕр Ялкир, Ăсан Уçăпĕ, Юрий Сементер, Ваçлей Давыдов-Анатри тата ытти çыравçă пысăк шайра хакланă. Ăна хисеплесе пичетленмен кĕнекисене кун çути кăтартма пулăшнă: "Катя" /1958/, "Лирика" /1961/, "Телейлĕ çул" /1985/, "Улăх кĕвви" /1991/, "Халал" /1999/. Стихван Шавли йышшисем вара чыслă та таса чунлă çынна сутма та намăсланман. Тĕрĕс мар айăплава пула арканнă çемье - Нестер Янкасăн, пурнăçĕ ытла ир татăлнă ачисен - умĕнче ентешĕсен ячĕпе Юрий Сементер поэт каçару ыйтнă «...Сирĕн ятăрсем - хĕвел ăшшинче, уйăх çутинче, çăлтăрсен хĕмленĕвĕнче, пирĕн ĕненÿре» йĕркесене вуласан манăн вара сăмах ăсти çуралса ÿснĕ тăрăха çитсе курас ĕмĕт çуралчĕ.

Нестер Кирилловичăн ятне çĕклекенĕ - çак ялта кун кунлакан, ентешĕсем хисеплекен Николай Ершов. Тÿрĕ чунлă çак çынпа Янкас ял хĕрринче тĕл пулсан ерипен сăмах вакласа поэтăн тăван кĕтесĕпе паллашса утрăмăр. Николай Гавриловичăн чунри пуянлăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Нестер Янкасăн пултарулăхне пысăк хак паракан, пурнăçне кăсăклансах тĕпчекен пурришĕн кăмăлăм çĕкленчĕ. Поэтăн ялта 92 çулччен пурăннă шăллĕнчен вăл нумай ыйтса пĕлсе юлнă, çырса та хунă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.