Профессисен сумне ÿстересчĕ
РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев кăçалхи март уйăхĕн 5-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшÿллĕн рабочипе инженер профессийĕсен сумне ÿстерессипе çыхăннă мероприятисен планне çирĕплетнĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн "Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçа кĕртмелли мероприятисем çинчен" Указне тĕпе хурса Правительствăн 2020 çул тĕлне пысăк квалификациллĕ ĕçченсен шутне нумай ÿстермелле: вĕсен йышĕ квалификациллĕ ĕçченсен шучĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕнчен кая мар пулмалла. Мероприятисен переченĕ рабочи тата инженер-техника профессийĕсен сумне граждансен, чи малтан çамрăксен, хушшинче ÿстерессипе çыхăннă. Плана професси ăсталăхĕн "Профессире чи лайăххи" конкурсне, WorldSkills Russia наци чемпионатне, "Профи" профориентаци фестивальне, ĕçлекен çамрăксен Пĕтĕм Раççейри форумне тата ыттине кĕртнĕ. Çакă организацисене пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлипе çыхăннă. Плана пурнăçланă май унта 0,6 млн çынна явăçтарма палăртаççĕ. Асăннă мероприятисемшĕн федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсем çеç мар, коммерци тата коммерцисĕр организацисем те яваплă пулĕç.
Чăваш Енре ку енĕпе мĕнлерех лару-тăру-ха? "Нумаях пулмасть кăна-ха ĕç рынокĕнче пысăк ăсталăхлă рабочисем çитменни, çав хушăрах вара гуманитари специалисчĕсем ытлашши пулни вăйлах палăратчĕ. Паян вĕренÿ тытăмĕ, бизнес тата ашшĕ-амăшĕ ăнăçлăн та тĕллевлĕн хутшăнса ĕçленине пула ĕçе йышăнакансен ыйтăвĕсемпе пирĕн шкулсенчен вĕренсе тухакансен професси суйлавĕ хушшинчи шайлашусăрлăха тĕппипех пĕтернĕ. Рабочи профессийĕсем тĕлĕшĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ 10 хут чакнă", - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă "Пĕрле эпир нумай çитĕнÿ тăваятпăр!" Çырăвĕнче. Вăл çавăн пекех Чăваш Енре юлашки икĕ çулта математика пĕлĕвне аталантарма тăрăшнине, шкулсен виççĕмĕш пайĕнче инженер класĕсем уçнине палăртрĕ. Унсăр пуçне вĕсенче робот техники, авиа- тата карап моделĕсем тăвас енĕпе кружоксем йĕркелеççĕ.
Пулас инженерсемпе конструкторсене шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хатĕрлемешкĕн пуçлама тăрăшни аван, паллах. Çÿлерех асăннă инженер класĕсем професси пĕлĕвĕн учрежденийĕсемпе килĕшÿ тунă, çавна май технологи сехечĕсене асăннă заведенисен преподавателĕсем ирттереççĕ. Аслă классенче ăс пухакансем теорипе шкулта паллашаççĕ, пĕлĕвне практикăра - вăл вара училище-техникумра иртет - çирĕплетеççĕ. Шкул пĕтерекен çамрăксене рабочи-инженер профессийĕсене суйламашкăн хавхалантарас тĕллевпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2012 çулта Указ кăларчĕ, унпа килĕшÿллĕн патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче математикăпа е физикăпа 70 тата ытларах балл пухакан, хамăр республикăри учрежденисенчех пĕлĕвне ÿстерекен хĕрсемпе яшсене стипенди параççĕ.
Техникумсемпе колледжсем социаллă партнерсемпе çыхăнса ĕçлеççĕ. Темиçе çул каялла ĕç паракансенчен чылайăшĕ тин çеç дипломлă пулнă çамрăксене ĕçе илсен нумай япалана йăлт çĕнĕрен вĕрентме тивет тесе ÿпкелешетчĕ. Халĕ вара республикăри ăнăçлă ĕçлекен предприятисем специалистсене хатĕрлес ĕçе хутшăнни чи малтан хăйсемшĕн усăллă та меллĕ пулнине лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем техникум-колледжра хăйсен оборудованине вырнаçтараççĕ, унпа ĕçлеме хăнăхтармашкăн мастер уйăраççĕ... Çĕнĕ оборудованипе ĕçлеме вĕренсе ăсталăхне ÿстерекен çамрăксем вĕренÿ учрежденине пĕтерсен тÿрех производствăра вăй хума пултараççĕ. Юлашки виçĕ çулта Чăваш Енри предприятисем вĕренÿ заведенийĕсен никĕсĕ çинче ĕçлев квалификацийĕн нумай функциллĕ центрĕсене тума, студентсен производство практикине тата преподавательсен стажировкисене йĕркелеме 85 млн тенкĕ уйăрнă. 2015 çулта вĕсем çак тĕллевпе 90 млн кая мар укçа-тенкĕ яма планлаççĕ. "Пысăк ăсталăхлă рабочисемпе специалистсем вĕрентсе хатĕрлес тĕллевпе вĕренÿ организацийĕсемпе ĕçлĕ, туслă çыхăну тытма республикăри мĕнпур предприятие хастар явăçма чĕнсе калатăп", - палăртрĕ çÿлерех асăннă Çырурах Михаил Игнатьев.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем хальхи вăхăтра автомеханиксем, сварщиксем, металпа ĕçлекен станочниксем, парикмахерсем, поварсем, электромонтерсем, электромеханика хатĕрĕсен тата ăшăпа тивĕçтерекен специалистсем, энергетика инженерĕсем, архитекторсем тата ыттисем кирлине пĕлтереççĕ. 9 класс тата шкул пĕтерекенсен ăçта вĕренме каясси çинчен шухăшланă май ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва шута илесчĕ. "Ачана техникума мар, аслă шкулах ярасчĕ-ха", - тет ашшĕ-амăшĕнчен нумайăшĕ. Вĕсем паянхи рабочи вараланнă халат тăхăннă, хура ĕç тăвакан çын тесе шухăшлаççĕ, çакă чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Паянхи кун рабочи профессийĕсем интеллект тĕлĕшĕнчен пуян. Ку специальноçсене суйласа илнисем çĕнĕ технологисене тĕпе хурса, компьютерпа усă курса ĕçлеççĕ. Шалăвĕ те лайăх вĕсен. Ĕçре ÿсĕмсем тума та, кăмăл пулсан аслă пĕлÿ илме те майсем пур. Çакна хĕрсемпе каччăсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ шута илсен рабочипе инженер профессийĕсемпе çыхăннă çивĕчлĕх татах та чакĕччĕ.
Ирина СЕМЕНОВА