Кĕнеке пурнăçăма çăлчĕ

7 Апр, 2015

Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ чăваш ачи Василий Нидаев çар ретне хăй ирĕкĕпе тăнă. Нимĕç фашисчĕ Совет Союзне тапăнсан Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулнă. Анчах шăпа урăхларах çаврăнса тухнă. 1942 çулхи май уйăхĕнче совет салтакĕ тыткăна лекнĕ. Çак синкер Нидаевăн пурнăçне тепĕр май çавăрса хунă. Вăрçă хыççăн вăл юратнă ĕçĕ патне таврăнайман, таврари çынсем ун çине чалăшшăн пăхнă... Вара вăл никам хистемесĕр... Колымана тухса кайнă. «Йывăр асаилÿсен тыткăнĕнчен, пурнăçа япăхтарасран мана кĕнекесем çăлса хăварчĕç. Тăван чĕлхене манасран чăвашла сăвă-поэма вулаттăмччĕ», - тет Василий Алексеевич. Магадан облаçĕнче ĕçлесе пурăннă чухне вăл ыттисем ĕçке ерсе пĕтнĕ вăхăтра кунпа çĕре библиотекăра ирттернĕ. Тĕлĕнмесĕр май çук: 93 çулти Василий Нидаев Михаил Федоровăн «Арçури» балладине вĕçне çити пăхмасăр пĕлет. Ытти авторсен хайлавĕсене те ниçта пăхмасăр калать.

Шупашкарти 3-мĕш лицейра вĕренекен ачасем Василий Нидаевпа Çеçпĕл Мишши музейĕнче тĕл пулчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ çамрăклăхне аса илчĕ, вăрçăра, тыткăнра иртнĕ кунсене пĕрин хыççăн теприне куç умне кăларчĕ...

- 1941 çулта Улатăрти педагогика училищине пĕтертĕм. Мана Куславкка районĕнчи Шăнчас ялне вырăс чĕлхипе литератури вĕрентме ячĕç, - сăмахне пуçларĕ Василий Алексеевич. - Ун чухне вăтам пĕлÿллисене çулталăк маларах салтака илетчĕç. Азербайджана, Сумгаит хулине, службăна лекрĕм. Хĕл каçрăмăр. Вăрçă пуçланчĕ. Пире, кĕçĕн командирсене, пурне те Кутаиси хулине полк шкулне ăсатрĕç. Сержант пулса тухрăмăр. Салтаксене çар ĕçне хăнăхтарма пуçларăмăр. Çулталăкран Тбилиси хулине çар шкулне кĕçĕн лейтенанта вĕренме илсе кайрĕç. Ултă уйăх вĕреннĕ хыççăн ушкăна çурмалла пайларĕç. Эпĕ Новороссийска каяканнине лекрĕм. Унтан пăрахутпа Керчь хулине ăсатрĕç. Унтан - фронта.

Çак кун нихăçан та асран тухас çук. Тÿперен нимĕç самолечĕсем вĕçĕмсĕр бомба пăрахаççĕ. Кĕçех танксем килме пуçларĕç. Вăйсем тан мар. Чакма пуçларăмăр. Тĕрĕсрех каласан, тарма пикентĕмĕр. Керча çитрĕмĕр. Пĕрле пулнă юлташсенчен пĕри те çук. Йĕри-тавра палламан çынсем. 300 ытла çын пухăнчĕ. Çĕрле хуларан тухма калаçса татăлтăмăр. Тĕттĕм. Апрель уйăхĕ. Нимĕçсем пеме пуçларĕç. Уставпа килĕшÿллĕн çĕрле пеме юрамасть пулин те. Хуларан тухрăмăр-ха. Анчах ăçта каймалла? Тÿрем вырăн. Вăрмансем çук.

Сасартăк: «Стой! Кам килет?» - тесе кăшкăрса ячĕç. Çĕр айĕнчен хывнă çул патне пырса тухнă иккен эпир. 25 çухрăма тăсăлать вăл. Çĕр айĕнче 30 пин ытла çын пухăннă. Икĕ полковник пурччĕ. Нимĕçсем çÿлте тăраççĕ, çĕр хăвăлне тĕтĕм кăларакан шашкăсем ывăтаççĕ. Вĕсене эпир пырса сиенсĕрлетесрен сыхланса гранатăсем ывăтаççĕ. «Тухăр!» - тесе кăшкăраççĕ вĕçĕмсĕр.

Тăварланă селедка, сахăр, табак параççĕ. Тумлам шыв та çук. Тăхăр талăк ларнă хыççăн салтаксем иккĕленме пуçларĕç. Вуннăмĕш кун газпа наркăмăшлама пуçларĕç. Çав кун 30 пине яхăн çынран икçĕрĕн çĕр çине тухрĕç. Эпĕ те - çав шутра.

Нимĕçсем пире пуйăса лартса Украинăна ăсатрĕç. Умань хулинчи лагере илсе çитерчĕç. Унта хамăр ял ачине Петров Евлампие тĕл пултăм. Салтака пĕр кунта тухса кайнăччĕ эпир унпа. Аякран тăван та лекет вăл мана. «Вĕлереççĕ», - тет. «Çапла, вĕлереççĕ. Халĕ тармасан хĕлле нушаланса вилетпĕр», - тетĕп. Манăн вилес килмест. Лагерь пысăк, темĕн чухлĕ йытă сыхлать. Йытă пур çĕртен тарса хăтăлаймăн.

Темиçе кунран икĕ пин ытла салтака çĕнĕ лагере куçарчĕç. «Петров, çакăнтан тараймасан урăх тарасси пулмасть», - хавхалантарма тăрăшатăп юлташа. Çăра курăк хушшине пытанса юлтăмăр. Каçхине лагерь тавра тытса çавăрнă хÿме патне çывхартăмăр. Майлаштаркаласа çын тухмалăх шăтăк турăмăр. Каçхине часовойсемсĕр пуçне тата пĕрин хыççăн тепри Украина полицайĕсен патрулĕ çÿрет иккен.

Эпĕ, пĕчĕкскер, хÿме шăтăкĕнчен вăшт анчах тухса кайрăм. Кĕрнеклĕ Петров вара пралука лектерчĕ. Тăн-тăн-тăн... Çил çук, лăпкă çанталăк, çĕрлехи сасă инçете каять. Чупма пуçларăмăр. Тем вăхăтран патруль пеме пуçларĕ. Паян кун та шухăшлатăп: «Мĕншĕн тÿрех пемерĕ-ха? Мĕн кĕтрĕ?» Унтан ракетăсем вĕçме пуçларĕç, автоматсем шатăртатма тытăнчĕç. Çухрăм çурă чупмалаччĕ, умра - вăрман. Çăлăнăç. Нимĕçсем вăрмана каçхине кĕмеççĕ. Вăй çитнĕ таран чупрăм та чупрăм. Каялла çаврăнса пăхма вăхăт та, май та пулмарĕ. Вăрмана чупса çитрĕм, Петров - çук. Те амантнă ăна, те вĕлернĕ - курман, пĕлместĕп. Тăван яла çаврăнса çитрĕм. Вăл вара таврăнмарĕ.

Вăрмана çитсен тÿнсе кайнă, питĕ хытă çывăрнă. Ирпе ирех вăранса кайрăм. Çул çине тухрăм, утатăп, утатăп... Çын килнине асăрхасан - пытанатăп. Тепрехинче çул кукринче пăрăнса ĕлкĕреймерĕм, хирĕç хĕрарăм утса килет. «Ăçтан килетĕн?» - тет хайхискер. Эпĕ, çар тумĕ тăхăннăскер, мĕн калам ĕнтĕ? «Лагерьтен тартăм» - тетĕп. Çăкăр татăкĕпе сало кăларса тыттарчĕ. Эпĕ, выçса çитнĕскер, тÿрех чăмлама пуçларăм. Хĕрарăм кÿренмелли нимĕн те каламан ĕнтĕ, анчах чунăм кÿтсе килчĕ. Хам çиетĕп, куçăмран куççуль шăпăртатать.

Украина çĕрĕ тăрăх вуникĕ кун утса çÿрерĕм. Ырă çынсем сахал мар тĕл пулчĕç. Тумтире улăштарма пулăшрĕç, апат-çимĕçпе сăйларĕç. Пĕррехинче анлă хирте улăмури çумĕнче ларатăп. Пучах пуçтаракан виçĕ хĕрарăм курчĕç мана. Тĕпчеме пикенчĕç: ăçта, мĕскер? Эп суйма пĕлместĕп: «Тартăм», - тетĕп. Пĕри ывăлне ман пата апатпа яма шантарчĕ. Чăнах та, ачапа çур литр уйран, çăкăр парса янă. Нумай мар, паллах, çапах та пысăк тав ăна.

Ларатăп. Сасартăк: «Аллусене çĕкле!» - тени илтĕнсе кайрĕ. Нимĕн те ăнланмастăп, алăсене те çĕклейместĕп. Полицай çывхарчĕ, ухтарчĕ. Манăн ĕнтĕ, паллă, нимĕн те çук. «Санран хăвăртрах чупатăп-ха ĕнтĕ. Тарсан тытаймастăн», - шухăшлатăп хам. Анчах сылтăм аллине кĕсйинчен кăларманни сисчĕвлентерет. Ахăртнех, унта унăн пăшал. Тарнин усси пулас çук. Улăмури хыçне çавăтса кайрĕ. Унта кÿлнĕ лаша çинче тепĕр полицай ларать. Яла илсе çитерчĕç. Чул стеналлă, тимĕр алăклă путвала хупса хучĕç. Пĕр çĕклем улăм сарса пачĕç.

Германие ĕçлеме яма йышăнчĕç. Монастырище станцийĕнчен Украинăн икĕ пин ытла хĕрĕпе каччине, вĕсемпе пĕрле мана та, ăсатрĕç. Темле яла илсе çитерчĕç. Унта нимĕç хĕрарăмĕсемпе арçынĕсем пуçтарăннă. Вĕсем пире суйласа илсе хăйсем патне ĕçлеме илсе кайма килнĕ иккен. Нимĕç хĕрарăмĕ патĕнче виçĕ çул ĕçлесе пурăнтăм. Ÿркенмен, мĕн хушнине йăлтах тунă.

Çĕнтерĕве Баварире кĕтсе илтĕм. Америка салтакĕсем килчĕç. «Ют çĕршыв çыннисене ĕçлеттермелле мар», - тесе пĕлтерчĕç. Каярахпа киле кайма кăмăл пуррисене пуçтарăнма хушрĕç. Хĕрĕх машинăпа, кашнин çине хĕрĕхшер çын лартса, вырăссем йышăннă Берлина илсе çитерчĕç. Унта тÿрех вакунсем çине вырнаçтарчĕç. Тăван çĕршыв еннелле питĕ майĕпен кайрăмăр. Хăшпĕр вырăнта пĕрер талăк чарăнса тăраттăмăр. Çул çинче пĕрре те çимелли памарĕç. Юрать хăть хуçа арăмĕ мана виçĕ-тăватă килограма яхăн сало парса янăччĕ.

Переславальте икĕ эрне тăтăмăр. 18-50 çулсенчи арçынсене салтака илнине пĕлтерчĕç. Полк йĕркелерĕç. Икĕ-виçĕ уйăха яхăн çар ĕçне хăнăхтарчĕç. Японие яраççĕ пуль тесе тĕшмĕртме пуçларăмăр. Çук, Донбаса шахтăна ячĕç. Унта виçĕ çула яхăн кăмрăк кăлартăм.

Манăн аппа питĕ харсăрскерччĕ, райкомра ĕçлетчĕ. Вăл Çут ĕç министерствинчи пĕр çынпа паллашнă, ман пирки каласа кăтартнă, пулăшма ыйтнă. Хайхискер мана Чăваш Ене учительте ĕçлеме чĕннине ĕнентерекен хут туса панă. Çак документа аппа Мускава ярса панă. Мана Чăваш Ене таврăнма ирĕк пачĕç. Питĕ савăнтăм çакăншăн, тăван киле килтĕм. Октябрьскине ĕçе вырнаçма кайрăм. Ронори хĕрарăм вăрçăран таврăннă салтака курсан савăнса кайрĕ, заявлени çырма, тепĕр уйăхран ĕçе тухма хушрĕ. Вăхăт çитсен кайрăм. Хайхи хĕрарăм тÿрех палласа илчĕ. Сĕтел сунтăхĕнчен манăн хутсене туртса кăларчĕ, ывăтса пачĕ: «Илсе кай! Эпир сана çамрăк ăрăва воспитани пама шанмастпăр!» Чун кÿтсе килчĕ, макăрса ятăм.

Ăçта каймалла? Мĕн тумалла? Халĕ вăхăт çитет те пурне те паспорт параççĕ. Ун чухне апла марччĕ. Паспортсăр ниçта та каяймастăн. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕтĕм. Çавна май мана çулталăклăх паспорт илме ирĕк пачĕç. Пĕр вĕçĕмсĕр шухăшласа çÿреттĕм: «Тыткăнра пулнисене ăçта яраççĕ-ши? Вĕсем вĕт питĕ нумайăн». Вăрттăн калама пултаратăп: 5 млн 735 пин çын. «Труд» хаçатра вуланăччĕ кун пирки. Паспорт илсен хайхи Магадана тухса кайрăм. Ылтăн шыракан геологсен ушкăнне мана хаваспах йышăнчĕç. Унта ĕмĕрхи пăр выртать. Ăçта ылтăн пуррине никам та пĕлмест. Унта ĕçлекенсем - тĕрмерен ирĕке тухнă çынсем, вĕсене килĕсене ямаççĕ, ĕçлеттереççĕ. Тыткăнра пулнисене илсе килетчĕç. Вĕсене срок памаççĕ. Унтан «власовецсем» çитрĕç, вĕсене малтан вунă çул срок панăччĕ. Сакăр çултан амнисти пулчĕ, ирĕке кăларчĕç. Хăшĕсем кайрĕç, теприсем унтах юлчĕç.

Унта ĕçлекенсем мĕнле шалу илетчĕç - çапла ĕçме пикенетчĕç. Никам та ĕçе тухмастчĕ. Эпĕ спирт тутине те пĕлмен. Вĕсемпе хутшăнманран кÿренетчĕç: «Вăт эсĕ пĕчченех уйрăлса çÿретĕн». Ман пирки сăмах пуçарсан тăнлав тĕлне пÿрнепе тĕллесе кăтартакансем те пурччĕ, ухмаха тухнă тетчĕç. Библиотека пурччĕ. Çавăнта кайса лараттăмччĕ, кĕнеке вулаттăмччĕ.

Пĕррехинче тĕп геолог килчĕ. Пурте ÿсĕр, эпĕ кăна урă. Мĕн япала ку? Нимĕн те ăнланмасть. Кадрсен пайне шăнкăравлать: «Нидаевăн докуменчĕсене илсе килĕр». Эп - вĕреннĕ çын, учительте ĕçленĕ. Тинех ăнкарса илнĕ вара вăл. «Мана улталанă иккен», - тенĕ. Ара, вăл та ман пирки ăсран тайăлнăскер тесе шухăшланă-çке.

Тепрехинче килсен вăл мана Магаданри сăрт-тупа геологи институтне вĕренме кĕме сĕнчĕ. «Эп тыткăнра пулнă, Германире ĕçленĕ, шахтăра кăмрăк кăларнă - нимĕн те астумастăп. Йăлт маннă», - малтанах килĕшмерĕм-ха. Ÿкĕте кĕртрĕ çапах та. Вĕренме кĕтĕм, пĕтертĕм. Геолог пулса тăтăм. Çулсерен карьера картлашки тăрăх ÿссех пытăм. 24 çул ĕçлерĕм, - çапла вĕçлерĕ сăмахне 93 çулти салтак.

Василий Нидаевăн тĕлĕнмелле кунçулĕ пирки Зоя Нестерова кĕнеке çырнă. «Арçынсем те макăраççĕ» кĕнекере унăн пурнăçĕ туллин курăнать.

 

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.