- Чăвашла верси
- Русская версия
Сăввисенче - тăван чĕлхе илемĕ
"Лайăх та шанчăклă юлташ, ырă кăмăллă çын", - теççĕ ун пирки тусĕсем. Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта çуралса ÿснĕ Мария Тридворнова чăннипех те çавнашкаллине унпа тĕл пулсан хам та ăнлантăм. Çынна ырă тума тăрăшакан, йывăрлăхра пуç усман пике пурнăçа юратать, малашлăха савăк кăмăлпа тинкерет. Чăвашлăхшăн чунран çунаканскер тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çуккине палăртать.
Мария шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Яланах çĕннине пĕлме, учитель каланине ăса хывма тăрăшнă вăл. Пике шкулта иртекен мероприятисене те час-часах хутшăннă. Ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕн пухмачне ахальтен мар тĕрлĕ конкурса хутшăннă хисеп хучĕсемпе дипломсем илемлетеççĕ. Пĕр вăхăт вăл армспортпа та интересленнĕ. Район шайĕнче 2-мĕш вырăна тухнăскер, шел те, республика ăмăртăвне хутшăнайман. Унта "ылтăна" тивĕçнисене çеç илсе каяççĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем çитнĕрен Марийăн спортпа сывпуллашма тивнĕ. Çапах пушă вăхăтра алă усса ларман хĕр. Вăтам класранах чун киленĕçĕ пулса тăнă ĕçе - сăвă çырассине - пăрахман. Малалла вулас...
Комментировать