Туберкулеза çĕнтерме пулать

30 Мар, 2015

Çулсеренех республикăра туберкулеза хирĕç «Шурă салтак тÿми» уйăхлăх иртет. Вăл пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçланчĕ. Ăна хăрушă çак чир çинчен ытларах каласа кăтартас, сывлăх сыхлавçисенчен вăхăтра пулăшу ыйтма чĕнсе калас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче сывлăх учрежденийĕсенче уçă алăксен кунĕсем ирттересси йăлара. Унта флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма пулать.

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнчен 8-тан пуçласа 14 сехетчен «хĕрÿ лини» ĕçлет. Туберкулезпа çыхăннă профилактика тата сиплев ыйтăвĕсем тавра фтизиатрсемпе калаçма май пур. Вĕсемпе /8352/ 58-03-86 телефонпа çыхăнмалла.

Паян республикăра 57 фтизиатр ĕçлет. Тăрăшнин усси пурах. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, туберкулезпа чирлесе вилекенсен йышĕ 6,3 процент чакнă.

Мария РОМАНСКАЯ.

Рубрика: