Кун хыççăн кун. Нарăс, 5.

5 Фев, 2014

«Ĕмĕртен ĕмĕре» -туслăх уявĕ

Йĕпреçри этнографи музей комплексĕнче авалхи халăхсен юрри-кĕввин «Ĕмĕртен ĕмĕре» фестивалĕ иртнĕ. Ăна ирçе халăхне çутта кăларнă Макар Евсевьевич Евсевьев çуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă. Унта Чăваш Енри тата Мордва Республикинчи чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă.

Аваллăх управçин фойинче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Виктор Немцевăн ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Культура уявне килнĕ пысăк хăнасене «Эревет» фольклор ушăкăнĕ юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. Фестивале ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Мордва Республикин наци политикин министрĕ Анатолий Чушкин, Мордва Республикин культура тата туризм министрĕн çумĕ Николай Храмов тата ыттисем хутшăннă. «Макар Евсевьевич - кÿршĕллĕ пурăнакан икĕ халăха, чăваша тата ирçене, çыхăнтаракан кĕпер. Çак фестиваль чăваш, ирçе, тутар культурисене пĕрлештерекен паллă»,- тенĕ Вадим Петрович. Мордва Республикин наци политикин министрĕ Анатолий Чушкин Чăваш Республикинчи ирçе культурин центрĕн председательне Владимир Седойкина нацисен хушшинчи килĕшĕвĕн юбилейлĕ медалĕпе чысланă.

Уявра Мордва Республикин «Умарина» юрă-ташă ансамблĕ, Йĕпреç тăрăхĕнчи фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Р.ИВАНОВА.

 

Кĕнекепе - спорт тĕнчине

Сочире пуçланакан Олимп вăййисене халалласа Чăваш Ен библиотекисенче вулав акцийĕ иртнĕ.

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕсем зарядкăран пуçланă. «Спорт - пурин валли те» спорт литературин лапамĕ уçăлни - чи пĕлтерĕшлĕ пулăм. Виçĕ пайлă экспозици вулакансене спорт тата Олимпиада кун-çулне çутатакан кăларăмсемпе паллаштарать. Çавăн пекех библиотекăра пĕтĕм тĕнче ăмăртăвне халалласа «Кĕнекепе - спортпа сывлăх тĕнчине» курав хатĕрленĕ. Кĕнекесен фестивалĕ те чылай хăна пухнă. Унта çамрăк спортсменсем, волонтерсем, пултаруллă студентсем, паллă çыравçăсем хутшăннă. Вĕсем сывă пурнăç йĕркин тата спортпа туслашнин пĕлтерĕшĕ çинчен каланă, пурне те йĕлтĕр-коньки çине тăма, бассейна çÿреме чĕннĕ. Уяв ташă флэшмобĕпе вĕçленнĕ.

О.МАСЛОВ.

 

Чăваш апачĕ хатĕрлер-и?

«Чун çимĕçне» пысăка хуракансем 2008 çулта тухнă «Чăваш кухни» кĕнекене хăйне евĕр, паха тесе хакланă. Халĕ вара Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлекенсем ăна иккĕмĕш пурнăç «парнеленĕ».

«Чăваш апат-çимĕçĕ» кĕнекере чăваш апат-çимĕçĕн рецепчĕсемпе кăна мар, кÿршĕллĕ халăхсенчен куçнисен вăрттăнлăхĕпе те паллашма май пур.

«Сивĕ апат», «Яшка», «Аш-какайран янтăланă апат», «Пулăран хатĕрленĕ апат», «Çăнăхпа кĕрперен пĕçернĕ çиме», «Çăмартапа сĕтрен хатĕрленĕ апат» сыпăксем чăваш кухнин пуянлăхне туллин уçса параççĕ. Çавăн пекех кунта хуплу, шăрттан, какай шÿрпи (сурăх какайĕнчен), хуран кукли, пулă яшки, çăмарта пăтти тата ытти те пĕçерме вĕренме пулать. Кулленхи çиме те кăмăла килĕ вулакана. Кĕнекене чăваш халăхĕн анлă сарăлнă апачĕн сăн ÿкерчĕкĕсемпе пуянлатнă.

А.ГРОМОВА.

 

Виç таджикăн пĕр шухăш

Муркаш районĕн прокуратури Таджикистан Республикин виçĕ гражданинĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе суда тишкерме панă.

25-29 çулсенчи Носиржон Холмтова, Абдуллажон Умматова тата Шерзод Худойбердиева суя укçапа усă курнăшăн айăплаççĕ. Следстви тĕпчесе пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче вĕсем тупса палăртман çынсенчен суя 5000 тенкĕлĕх 9 банкнот туяннă. Çурла уйăхĕнче Чăваш Енри автозаправка станцийĕсенчен пĕринче 300 тенкĕлĕх таваршăн хайхи суя укçапа тÿленĕ. Сутуçа 5000 тенкĕлĕх купюра парса каялла чăн укçа илнĕ. Кăштахран тепĕр АЗСра та çаплах хăтланма тăнă, анчах операторăн купюра чăнлăхĕ пирки иккĕленÿ çуралнă та кун пирки вăл çийĕнчех полицие евитленĕ. Пакунлисем ултавçăсен автомобильне вăл пĕлтернĕ номер тăрăх çул çинче чарнă. «Гастроль» çакăнпа вĕçленнĕ.

Н.ДМИТРИЕВ.

 

Авари хыççăн авари

Иртнĕ шăмат кун республикăри çулсем çинче пулнă аварисенче тăватă çын вилнĕ.

12 сехет çурă тĕлнелле Красноармейски районĕнче, Çĕрпÿ-Красноармейски-Кÿлçырма çул çинче, хăрушă авари пулнă. «Фольксваген Пассат» автомобиль водителĕ машинăна пăхăнтарайман, çулăн сулахай енне тухса кайнă та хирĕç килекен ВАЗ-21310 автомобильпе çапăннă. Аварире иномаркăн 26 çулти водителĕ тата 27-ри пассажирĕ çавăнтах вилнĕ. ВАЗ водителĕ тата унпа пĕрле пулнă мăшăрĕ те йывăр суранланнă. Шел, хĕрарăма больницăна илсе çитернĕ пулин те çăлса хăварма май килмен - медучрежденире тăна кĕреймесĕрех вăл та вилнĕ.

Каçхине вара Канаш районĕнче инкек пулнă. Асхва çынни, 32-ри арçын, 18 сехет те 20 минут тĕлнелле ВАЗ-21102 автомобильпе çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнă - йывăр фурăпа çапăннă. Çăмăл машинăран тимĕр-тăмăр купи кăна юлнă та - водитель, паллах, чĕрĕ юлма пултарайман.

Н.КОНОВАЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.