Чăрмавсем пулсан та - малаллах
Ĕнер Шупашкар районĕнчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, медицина, вĕренÿ, культура, ытти тытăм ĕçченĕсем Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пуçтарăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.И.Егоров социаллă пурнăçпа экономикăн пĕлтĕрхи аталанăвне тишкерекен доклад турĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсенче иртнĕ çул виçĕм çулхинчен аш 10,3% сахалрах туса илнĕ. Пурăнмалли çурт хута ямалли плана 68% çеç тултарнă. Хуçисем ыйтман, пĕрлехи харпăрлăхра шутланакан пай çĕрне регистраци палатинче шута илтересси кирлĕ пек пулса пымасть. Ишлей ялĕнчи «Уют» управляющи компани энергипе тивĕçтерекенсен умĕнче пысăк парăма кĕнĕ. «Район администрацине тивĕçлĕ документсем тăратчăр тесе çак общество директорĕ патне ыйтупа тухрăмăр, - пĕлтерчĕ Георгий Иванович. - Тĕлĕнмелле те - хурав та пулмарĕ».
Канашлăва килнисем доклада сÿтсе явма хастар хутшăнчĕç. «Атайкасси ялĕ ача сачĕсĕр. Шăпăрлансене ирхине кама шанса хăвармаллине пĕлместпĕр. Ĕçрен таврăнсан çамрăксем пухăнма вырăн шыраççĕ: ялта клуб çук. Ку объектсене хăçан хута ярĕç?» - кăсăкланчĕ пĕрремĕшĕ. «Атайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне вырăнта садик уçас ыйтупа ĕçлеме хушнă, - хуравларĕ Г.Егоров. - Вăл 4 ушкăн валли пулĕ. Ял администрацийĕн çурт проектне тутармалла».
«Федерацин М-7 автоçулăн талăкра 35-40 пин машина иртекен Хыркасси-Кÿкеç çыхăнăвĕнчи транспорта май килнĕ таран ытларах сахаллатас тĕллевпе Атайкассипе Çырмапуç ял тăрăхĕсене автотрассăпа тÿрĕрен хăçан юпĕлентерĕç?» - ыйтрĕ иккĕмĕшĕ, çул хывма пуçласан Йăршу юманлăхне тĕппипех кăкласран пăшăрханаканскер. «Тÿрĕрен çул тăсассине район администрацийĕ татса параймĕ, - терĕ Г.Егоров. - Ăна республика влаçĕсем пăхса тухĕç. Ыйтăва ял çыннисенчен вăрттăн татса памĕç. Вăхăт çитсен пухура сÿтсе явăр».
«Автотрасса проекчĕн иккĕмĕш вариантне тишкерме сĕнчĕç, - калаçăва тăсрĕ Михаил Игнатьев. - Унпа килĕшÿллĕн М-7 Ишлей тĕлĕнче юпленĕ. Хыркасси-Кÿкеç çыхăнури транспорта ирĕккĕнрех çÿреме май туса памаллах. Тÿрĕрен çул хывма тытăниччен ял çыннисене проектпа паллаштараççех».
Апаш ял тăрăхĕн депутачĕ Н.В.Плотников Паçпак ялĕнче пурăнакансем клуб тăвасса, библиотека уçасса чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтерчĕ. Шел те, докладçă хальлĕхе ăна ырă хыпарпа савăнтараймарĕ. «Республика хыснинчен укçа уйăрмасан чылай клуба юсаймăпăр», - пулчĕ хурав.
Нумай ачаллă 12 çемьене çеç çурт тума çĕр лаптăкĕ панă, 6-шĕ ăна хăпартма строительство материалĕ турттарать, ытти ĕç пурнăçлать. «Вăл мĕншĕн вăраххăн пырать?» - пĕлесшĕн пулчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Нумай ачаллисен умĕнче чăрмав çителĕклех. Çемьесене уйăрма пăхакан лаптăксене инфратытăм хывман. Уйрăммăн илсен вĕсене газ, электричество çитермен. Çавăнпа чылайăшĕ лайăхрах вырăн пама ыйтать.
«Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче хĕл каçиччен те ăшăнса кураймастпăр пулĕ. Котельнăя тĕпрен юсама пулăшăр-ха!» - тархасларĕ ача амăшĕ. «Малтан Тутаркасси шкулĕпе садикĕн котельнăйне тĕпрен çĕнететпĕр. Кайран черет темиçе хутлă çуртсене газпа ăшăтмалли котельнăя çитĕ», - лăплантарчĕ район ертÿçи. Республика Пуçлăхĕ 1980 çулсенчех хута янă объекта вăхăта тăсмасăр тĕпрен юсама ыйтрĕ. Анатри Макаç çыннисем шкул автобусĕ валли ятарлă лаптăк уйăрса ăна асфальтпа çирĕплетессе кĕтнине пĕлтерчĕç.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин социаллă пурнăçа лайăхлатмалли çул-йĕре тишкерсе тухрĕ, чăрмавсене пĕтерме пулăшас тĕллевпе район администрацине ырă сĕнÿ чылай пачĕ. Экономика министрĕ Владимир Аврелькин пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçинчен те сахалрах ĕç укçи тÿлекен предприятисене, суя эрех сутакансене ятран асăнчĕ, район бюджетне планланă чухне хăш-пĕр саманта тĕплĕн тишкерсе шута илме ыйтрĕ.
Канашлăва республика Пуçлăхĕ пĕтĕмлетрĕ, нумай ыйтăва хуравларĕ. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи ÿсĕмлĕ кăтартусене палăртрĕ. Район умĕнчи йывăрлăхсене çĕнтерме ырă сунчĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
Комментировать