Акуç аппа

25 Мар, 2015

Акуç аппа 80 çул тултарать. Çамрăкрах чухне тĕлĕнетчĕ чылай çул пурăнакан çынсенчен. «Асапне те курман-тăр, чир-чĕр мĕн иккенне те пĕлмен-тĕр вĕсем», - тетчĕ. Халĕ хăй çак çула çитсен каялла çаврăнса пăхрĕ те – тĕлĕнчĕ. Хуйхи-суйхи çынсенчен те нумайрах пулнă пуль. Чир-чĕр пирки, чăнах та, аплах калаймăн. Больницăра выртсах курман. Ачи-пăчине çуратнă чухне больница алăкĕн хăлăпне тыткаланă - ытти чухне килмен, чире ура çинчех парăнтарма тăрăшнă.

«Ялти Нарспи», - тетчĕç каччăсем Акуçа. Апла пулин те ыттисенчен мала хуман хăйне Акуç. Вăл аслă урамра пурăнакан Илюша кăмăллатчĕ. Ытла та лăпкă пулнăран тыткăнланă-ши каччă хĕре? Сăн-питрен аптрамаллах марччĕ вăл, пĕвĕ-сийĕпе - кĕрнеклĕ. Ашшĕ-амăшĕпе, йăмăкĕпе - Саньăпа - пурăнатчĕ каччă. Саня та вăйă-кулăра Акуçпа юнашар пулма тăрăшатчĕ. Те сисетчĕ пиччĕшне кăмăлланине.

Илюш та савнă пулĕ çав Акуçа. Пĕррехинче Тикеш уйне вăййа тухнăччĕ. Каччăсен вăйă вăхăтĕнче хĕрсене тытса каймалла пулчĕ /çапла калатчĕç каччăпа хĕр пĕрле уçăлса çÿренине/. Илюш Акуçа тытса кайрĕ. Çапла пуçланчĕ икĕ çамрăк хушшинчи туслăх. Кайран юратăва куçрĕ.

Анчах икĕ çамрăк юратăвне ăмсанакансем те сахал марччĕ. Ытларах Акуçпа кÿршĕре пурăнакан Сергей Илюша питĕ юратмастчĕ. Хĕре ун çумĕнче курсанах тем пулатчĕ ăна - ытла та вĕриленсе каятчĕ, хирĕçме пăхатчĕ.

Çапах та хĕрпе каччă юратăвне никам та таптама пултараймастчĕ ĕнтĕ. Çав çулхине пĕрлешме те калаçса татăлнăччĕ. Ун чухне ашшĕ-амăш ирĕкĕнчен никамах та иртейместчĕ çав, пĕрлешме вĕсен пехилĕ кирлĕччĕ. Савнисен ашшĕ-амăшĕ те хирĕç пулмарĕç. Кĕр мăнтăрĕпе туй тума калаçса татăлчĕç. Çав çулхине çамрăксем вербовкăпа Çĕпĕре ĕçлеме кайма тытăнчĕç. Илюш та Акуçпа калаçса пĕр-ик уйăхлăха, туй валли кăштах укçа ĕçлесе илес тесе, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçпа пĕрле тухса кайрĕ. «Икĕ уйăх нумай-и, вăл часах иртет», - çапла лăплантарчĕ хăйне Акуç.

Çапла Илюш кайни пĕр-ик эрне иртсен хĕр çыру илчĕ. «Ик уйăх тăмастăп, пĕрремĕш ĕç укçи илсенех яла пыратăп», - тенĕ савнийĕ.

Çуллахи пĕр каç, утă пуçтарса кĕнĕ хыççăн, Акуç тирпейленсе хĕрсемпе вăййа тухрĕ.

Ах, мĕн пулассине пĕлнĕ пулсан-и - тухман та пулĕччĕ вăййа вăл çав каç. Килтех ларнă пулĕччĕ. Вăйă пĕтеспе çамрăксем пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн саланма тытăнчĕç. Кÿршĕ каччи Сергей те Акуç умне пырса тăчĕ.

- Атя, Акуç, килелле. Иксĕмĕр кайăпăр. Сана ăсатаканни пурпĕрех çук, - терĕ.

Епле шанмăн-ха кÿршĕ каччине, çумăнах утрĕç. Тăкăрлăкалла пăрăнса кĕнĕ çĕрте тăрантас кÿлнĕ лаша тăрать. Ун умĕнче икĕ çын мĕлки палăрать. Ăнланса та ĕлкĕреймерĕ Акуç - мĕнле йăтса илчĕ Сергей хĕре, çапла тăрантас çине кĕртсе лартрĕ. Лав малалла тапса сикрĕ.

- Ăçта илсе каятăр! Сергей, мĕн хăтланатăн! Хурах!.. Çăлăр!.. - кăшкăрчĕ хĕр.

Ун çăварне алăпа хупларĕç. Ялтан тухиччен те хĕр сасси урăх илтĕнмерĕ. Хир урлă, хăйсен ялĕнчен инçех мар вырнаçнă Тăрăн ялне çул тытрĕ тăрантаслă лав. Хир варринче кăна Сергей хĕре ăнлантарчĕ.

- Акуç, эпĕ сана ачаранах юрататăп. Сансăр пуçне мана урăх никам та кирлĕ мар. Енчен те эсĕ Илюша качча тухнă пулсан çак çут тĕнчере пурăнма ман хевте те çитместчĕ. Халĕ эпĕ сана вăрласа каятăп. Ялта никам та сана ăçта илсе кайнине пĕлмест. Пире пурпĕрех 2-3 кунсăр шыраса тупаймаççĕ. Шыраса тупса каялла илсе кайсан та эсĕ «качча кайса каялла килнĕ хĕр» ятне илтетĕн.

- Сергей, эпĕ сана юратман та, юратмастăп та. Эсĕ çакăн пек хăтланнă хыççăн эпĕ сана кураймастăп та. Ирĕксĕр качча илсе манпа ырă куратăп тетĕн-и вара? Тархасшăн, каялла илсе кайса яр, - йăлăнчĕ хĕр качча.

- Çук, Акуç, каялла кайса ярас пур эпĕ сана лартса та тухмастăм. Юратмастăп тетĕн, кураймастăп тетĕн. Вăхăт пурне те сиплет. Юратакан та, хисеплекен те пулăн...

Ниепле те ÿкĕте кĕртеймерĕ Акуç Сергее. Каччăн Тăрăн ялĕнчи аппăшĕ патне илсе çитерчĕç. Акуç макăрчĕ, кăшкăрчĕ, хăратса та пăхрĕ çамрăксене - çук, никама та итлеттереймерĕ. Сергей аппăшĕ те:

- Качча каякан хĕрсем пурте çапла вĕсем. Шухăшне улăштарать, килĕшет. Иккĕшĕ калаçса татăлаççĕ, акă, - тесе килĕнчен те кÿрше, те урăх çĕре тухса кайрĕ.

Иккĕшех тăрса юлчĕç Акуçпа Сергей. Виççĕмĕш кунне çеç хĕре тăванĕсем шыраса тупрĕç. Халь тин каялла таврăнмарĕ вара Акуç.

Çапла пурăнса кайрĕ çамрăк мăшăр. Куççуль кăларман кун та сахал иртрĕ. Пĕрлешнĕ хыççăн икĕ-виçĕ уйăхран /ун чухне ытти хĕрарăмсемпе хиртен таврăнатчĕ/ Илюша тĕл пулчĕ. Анчах сăмахласа тăма майĕ те çукчĕ - йĕри-тавра хĕрарăм. Хăйĕнпе пĕр тантăшлă хĕр шăппăн хăлхаран пăшăлтатрĕ:

- Эсĕ качча кайнине пĕлсен Илюш укăлча хапхи патĕнче йăваланса макăрчĕ тет. Эх...…

Акуçăн пĕтĕм ăш-чикки çунса кĕлленчĕ. Тĕтĕмне тем пек тула кăларас темесен те çумĕнчи мăшăрĕ çакна сисрех:

- Мĕскер, Илюшна куртăн-им? Сăну тамăкри пек тĕксĕм. Манас пулать, атту... - урăх нимĕн каламасăрах картишнелле тухрĕ Сергей.

Каярах вăрттăн пĕлтерчĕç: Илюш тепĕр куннех ялтан тухса кайнă иккен. Ашшĕпе амăшĕ пĕртен-пĕр ывăлне тем пек тархасласан та лешĕ юлма килĕшмен...…

Пурнăç малаллах шурĕ. Савнă çынран мар пулсан та ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç.

Ун чухне виççĕмĕш ачи тин кăна çут тĕнчене килнĕччĕ. Акуç кăкăрĕ темшĕн анмарĕ. Сĕт илме тесе аслă урамра пурăнакан аппăшĕ патне кайма тухнăччĕ. Сасартăк Илюшсен хапхи уçăлчĕ те - каччă тухса тăчĕ. Акуç ним калама ĕлкĕрĕччинех Илюш:

- Акуç, каçар çапла пулса тухнăшăн. Эпĕ йăлтах пĕлетĕп. Тен, эпĕ тухса кайман пулсан ку ĕç пулса та иртместчĕ. Халĕ нимĕн те улăштараймастăн. Тĕрĕссипе, эпĕ санпа курса калаçассишĕн килтĕм.

- Илюш, ним те ан кала. Çынсем курсан, упăшка илтсен...…

- Çук, Акуç, эпĕ усал тума шухăшламастăп. Сана юлашки хут куратăп та, урăх яла килсе кĕместĕп. Манăн та çемье çавăрмалла. Сывă пул, Акуçăм! Юратнă çыннăм! Ĕмĕрлĕхех чĕрере усрăп сана.

- Эсĕ те каçар мана, Илюш. Сывă пул та телейлĕ пул!

Çапла уйрăлчĕç вĕсем. Чунĕ вара хĕрарăмăн кăшкăрса макăрчĕ, курăнми çулăмпа çунчĕ. Епле сĕт илсе килне çитнине те йĕркеллĕ астумасть вăл. Анчах килĕнче ахăр самана кĕтсе тăнă иккен. Кам, хăш вăхăтра пĕлтерме ĕлкĕрнĕ упăшкине çак тĕлпулу çинчен?

Тапа-тапа хĕнерĕ ун чухне Акуçа упăшки. Çапах та ыратнине туймарĕ хĕрарăм. Чун ыратăвĕ вăйлăрах пулнă-ши вара? Тепĕр кунне вырăн çинчен те тăраймарĕ. Пĕр эрне выртрĕ Акуç. Нихăçан та каçармастăп куншăн тенĕччĕ те, каçарчĕ. Каçарчĕ кăна мар тата икĕ ача та çуратрĕ. Вăрçăнасси тата та нумай пулнă вĕсен. Кăна вара паянхи кун пекех астăвать.

Чăнах та, Илюша урăх курман вăл. Ашшĕпе амăшĕ ир çĕре кĕчĕç вĕсен, йăмăкĕ кÿршĕ яла качча тухрĕ, çурчĕ хупăнчĕ. Тен, килсе те кайнă пуль - Акуç курман.

Упăшки çинчен ыррине те, усаллине те каламасть хĕрарăм. Ыррине кăтартман ăна вăл, хăйĕн ачисен ашшĕ çинчен усал каламалла маррине пĕлет. Шел мĕскĕне - усал шыççа пула утмăл пиллĕкрех çĕре кĕчĕ. Ку вăхăт тĕлне ачисем ÿссе çитĕннĕччĕ, çын пулнăччĕ ĕнтĕ. Тирпейлесе пытарчĕç ашшĕне ачисем, вилтăпри çине палăк та лартрĕç, чартак та тытрĕç. Мăшăрĕ çумне вырăн хăварттарчĕ Акуç, вилсен ун çумне пытарăр терĕ. Мăшăрĕ вилни вунпилĕк çул çитет. Пĕччен темелле мар ăна. Кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ыттисем тăваттăшĕ хулара тĕпленнĕ, пысăк вырăнта ĕçлеççĕ. Лайăх пăхаççĕ амăшне ачисем. Кашни çул пĕрле пухăнса çывăх çыннине санаторие канма яраççĕ. Тен, çавăнпа тăн-тăн çÿрет-ха Акуç аппа. Никам та ăна 80 çулта тесе калаймĕ.

Пĕррехинче, санаторирен тин çеç таврăннăччĕ ун чухне, мăнукĕ чупса кĕчĕ.

- Асанне, сан патна хăнасем килеççĕ. Тирпейлĕрех тумлан-ха атя, анне çапла хушрĕ.

Акуç кинне хурлантарас мар терĕ. Килнĕ çынсем кĕриччен тесе вăр-вар таса кофта тăхăнчĕ, çĕнĕ шурă тутăр çыхрĕ. Ахăртнех, кинĕн тăванĕсем килеççĕ пуль тесе шухăшларĕ.

Алăк уçăлчĕ те - пÿрте иккĕн кĕрсе тăчĕç. Пĕри шап-шурă çÿçлĕ мучи, тепри пĕчĕк кăна тирпейлĕ карчăк. Вĕсен хыçĕнчен кинĕ кĕчĕ.

- Анне, сан пата хăнасем килчĕç. Паллатăн-и?

Тилмĕререх пăхрĕ те Акуç - куçĕ хуралчĕ, лăпкă тинĕсри хум ăна хăйĕн юххипе илсе кайрĕ тейĕн - урисем кукленчĕç...…Юрать, мăнукĕ тытса ĕлкĕрчĕ.

- Илюш мар-и эсĕ?

- Палларăн апла, Акуçăм. Тĕрĕсех, эпĕ ку - Илюш. Сана курма килтĕм. Вилĕп кайăп та тăван ялăмпа, тăван-пĕтенĕмпе, санпа, Акуçăм, сывпуллашаймăп та терĕм. Виличчен килсе курас терĕм.

Вăш-ваш сĕтелçи хатĕрлерĕ кинĕ. Ватăсене пĕччен хăварса тула тухрĕ. Кинĕ маттур Акуçăн, больницăра ĕçлет вăл. Пурте ун маттурлăхĕнчен тĕлĕнеççĕ, ватăпа - ватăлла, çамрăкпа çамрăкла пулма пĕлнĕшĕн юратаççĕ.

Çук, сыпăнмарĕ вĕсен сăмахĕ. Миçе çул иртнĕ пулин те шăкăл-шăкăл калаçу пулмарĕ.

Ытларах Илюш калаçрĕ. Тухса кайнăранпа килмен те иккен вăл яла. Çемье çавăрнă, ачи-пăчи пулман, мăшăрĕ те çĕре кĕнĕ. Ку - хăйĕн пекех пĕчченскер. Ватлăхра пĕр-пĕрне тупнă вĕсем. Ĕмĕр ĕмĕрлеме, вырăнпах выртсан пĕр-пĕрне пулăшма. Икĕ хутчен инсульт пулнă иккен Илюша. Тухтăрсем виççĕмĕш хутĕнчен асăрханма хушнă.

- Виççĕмĕш юлашки пулатех терĕм. Виличчен пурне те курса тухас терĕм. Упăшку пурăннă пулсан та килеттĕмех, Акуç. Каçар. Чипер пурăн, Акуçăм! - тесе тухса кайрĕ ватă мăшăр.

Акуç сĕтел хушшинче хытса ларса юлчĕ. Ăсатма та тухмарĕ. Тем каласа хăварнă çамрăксене ватăсем, ыйтма та хăяймарĕ. Çамрăксем хăйсем те ним те шарламарĕç. Те пăлхантарас мар терĕç.

Ялтан кайнă хыççăн нумай та пурăнайман иккен Илюш, çĕре кĕнĕ. Ун çинчен кинĕ пĕлтерчĕ.

Акуç вара пурăнчĕ-ха. Аванах пурăнчĕ. Тата та пурăнать пуль-ха. Турри вăрăм кунçул парнеленĕ ăна.

 

Валентина Яковлева.

Патăрьел районĕ, Вăтаел ялĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.