2016 çулта - аграрисен çыравĕ
Росстат Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе 2014-2018 çулсенчи календарь мероприятийĕсен планне çирĕплетнĕ. Вĕсем нормативлă-право, финанс, меслетлĕх, организациллĕ мерăсен, кăтартусене тишкерессин, çырава пĕтĕмлетессин тата вĕсене официаллă майпа пичетлессин комплексĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă.
Раççей Федерацийĕн Правительствин 2013 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчи «Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне йĕркелесси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн тивĕçлĕ мерăсем палăртнă.
Асăннă йышăнупах правительство РФ субъекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çырав ирттермешкĕн комиссисем йĕркелеме, çырав объекчĕсем пирки кăтартусем пухмашкăн граждансене хутшăнтарас енĕпе статистика службине пулăшма, администраципе территори тата муниципалитет йĕркелĕвĕсен, çавăн пекех географи объекчĕсен ячĕсене 2016 çулта улăштармасăр хăварма сĕннĕ.
Документпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх çыравĕ 2016 çулхи утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртмелле, инçетре вырнаçнă тата çитме кансĕр территорисенче - авăн уйăхĕн 15 - чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕсенче. Ăна пĕтĕмлетмелли тата официаллă майпа пичетлесе кăлармалли срок - 2018 çулхи тăваттăмĕш квартал.
Çакнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ çырав пирĕн çĕр-шывра юлашки хут 2006 çулта пулнă, вăл Раççейĕн тата Чăваш хутлăхĕн ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва туллин сăнланă, управленин никĕсленĕ йышăнăвĕсене çирĕплетмелли çăл куçĕ пулса тăнă.
В.ИЛЬИНА
Комментировать