Тăван тавралăх - пирĕн пурнăç сăпки

24 Мар, 2015

2015 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче, шăматкун, Шупашкарта Чăваш республикин Наци вулавăшĕнче Чăваш таврапĕлÿçисен шайлавпа суйлав XI съезчĕ иртет. Унчченхи пекех, унта хамăр республикăран тата аякри вырăнсенчен таврапĕлÿçĕсем йышлăн килессе кĕтетпĕр.

Черетлĕ XI съездăн тĕп ыйтăвĕсем – халиччен тунă ĕçсен шайлавĕ /отчетсем/, тĕпчев кĕнекисен хаклавĕ тата Чăваш таврапĕлÿçисен союзĕн çĕнĕ ертÿлĕхне суйласси. Пĕрлĕх канашĕнче союз йĕркеленнĕренпех Галина Соловьевăпа Роза Степанова /Наци вулавăшĕ/, Антонина Андреева /Шупашкарти Çеçпĕл музейĕ/, Евгений Михайлов /Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ/, Алина Сосаева /И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ/, Елена Арланова /Кĕнеке палати/, Галина Вастрюкова, Иван Перов /Чăваш хумсасĕ/, Вера Шляхина /Наци музейĕ/, Людмила Федотова /Шупашкарти 59-мĕш шкул/, Валерий Виноградов /Шупашкар районĕ/ тата ыттисем ывăннине палăртмасăр ĕçлесе пыраççĕ. Союзăн районсенчи, аякри вырăнсенчи куратăрĕсене те ырăпа палăртма тивĕç. Вĕсем йышлă, хастар. Малтан та, икĕ съезд хушшинче те ÿркенми тăрăшнисенчен Геннадий Савельев /Элĕк/, Валериан Прокопьев /Канаш/, Владимир Григорьев /Каçал/, Галина Зотова, Зоя Спиридонова /Хĕрлĕ Чутай/, Нина Долгова /Етĕрне/, Яков Зайцев /Вăрмар/, Владимир Улисов /Çĕмĕрле/, Ирина Удалова /Кÿкеç/, Николай Малышкин, Николай Алексеев /Елчĕк/, Дмитрий Коннов, Николай Ларионов /Патăрьел/, Владимир Антонов /Шуршăл/, Юрий Коротков /Сĕнтĕрвăрри/ ячĕсене асăнас килет. Аякри филиалсенче питĕ маттуррисем – Иван Тарасов /Ĕпхÿ/, Николай Казаков /Чĕмпĕр/, Константин Малышев, Евгений Турхан /Хусан/, Виталий Козлов /Бавлă/, Валентин Макаров /Çĕпрел/, Анатолий Степанов /Самар/, Василий Андюков /Саратов/, Владимир Логинов, Владислав Тимофеев /Тюмень/. Тĕрĕсссипе каласан, кашни районтах мухтама тивĕçлĕ таврапĕлÿçĕ теçеткипе ĕçлет!

Тавралăх тĕпчевçисен хальхи пысăк тĕллевĕ - тăван вырăнĕсем, паллă çыннисем çинчен кĕнекесемпе энциклопедисем кăларасси. Чăваш Республикинче энциклопедисĕр темиçе район кăна юлчĕ. Хăшпĕр район энциклопедийĕсем икшер томлă пулса тăчĕç. Чăваш халăх академийĕпе Чăваш таврапĕлÿçисен союзĕ «Чăваш наци энциклопедине» 50 томпа кăларас тесе тăрăшаççĕ. Кашни районăн, регионăн хăйĕн томĕ пулать. Вĕсене пурне те пĕр виçепе, пĕр пек тытăмпа кăларма палăртнă. Çакăн пекех уйрăм ыйтупа /отрасльпе/ кăларнă энциклопедисем те кирлĕ. Спорт, журналистика, чĕрчунсем, тумтир, тĕрĕ-эреш, ĕç хатĕр-хĕтĕрĕ, ялсем, шывсем, паттăр çынсем çинчен кăларнă энциклопедисем аван пулса тухрĕç. Культура, истори, чĕлхе, литература, фольклор, музыка, халăх пултарулăхĕн ушкăнĕсем, архитектура, йăла-йĕрке, музейсем, шкулсем, хуçалăхсем тата ытти çинчен те энциклопедилле кăларăмсен ярăмĕ кирлĕ. Çакна тума пирĕн вăй-хăват пур.

Тăван тавралăхĕсем, тăван ялĕсемпе паллă çыннисем çинчен тухса пыракан кĕнекесене сăнаса ĕлкĕрме çук! Чăваш таврапĕлÿçисемпе халăх академикĕсене уйăрса панă кĕтесре /вăл Наци вулавăшĕнче, 208-мĕш пÿлĕм/ пухăнса пыраканĕсене кăна пахалама ĕлкĕретпĕр. Çавăнпа ХI съезд тĕлне районти таврапĕлÿ ушкăнĕсенчен е вырăнти уйрăм тавралăхçăсенчен кĕске шайлавсем кĕтетпĕр. Унта ку таранччен мĕн-мĕн туни çинчен пĕлтернипе пĕрлех хальхаççăн пичетленсе тухнă кĕнекесене хакласа çырсан аван. Хамăр асăрхаманнипех паха кĕнекесем дипломсене тивĕçмесĕр тăрса юлнă. Апла ан пултăр тесен таврапĕлÿн вырăнти ушкăнĕсем хăйсен ĕçне кăтартма пĕлмелле.

Халĕ нумай çĕрте районсенчи таврапĕлÿ ĕçĕн историне, паллă таврапĕлÿçĕсен биографийĕсене çыраççĕ. Тăван тавралăх çинчен кăларнă кĕнекесемпе тĕпчевсен çÿлĕкĕсене е стенчĕсене, библиографине, статьясен пуххине туман вулавăшсем çукпа пĕрех. Хăйсен тивĕçне пĕлмен, сÿрĕк ĕçленĕ çĕрте кăна шкулта, клубра, вулавăшра тăван тавралăх кĕтесĕсем çук. Ун пеккисем тĕл пулаççĕ. Вĕсем сахал, çитес вăхăтра пачах та юлмалла мар.

Таврапĕлÿ съездне ирттернĕ кунах Чăваш халăх академийĕ пуçарнипе ЧР Наци вулавăшĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулне халалланă конференци иртĕ. Унта шкул ачисенчен пуçласа академиксем таранах кашни хăйĕн тĕпчевĕпе хутшăнма пултарĕ.

 

Виталий Станьял,

Чăваш таврапĕлÿçисен союзĕн хисеплĕ председателĕ

Теги: 

Новости по теме