«Капкăн» юбилейĕ пурне те çывăхлатрĕ
«Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан хаçат-журналсен районсенчи кунĕсене ирттересси, вулакансемпе тĕл пуласси, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлесси, туслă, пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăнăва çирĕплетсех пырасси ырă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Хальхинче çавнашкал кăмăллă тĕлпулу Трак тăрăхĕнче иртрĕ. Кĕрекере «Капкăн» журнал пулчĕ. Ăна чысларĕç. Уяв валли сăлтавĕ те пысăк - унăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа кăçалхи мартăн 16-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ. Сумлă юбилей! «Капкăн» яланах ырă та тĕрĕс пурнăçшăн кĕрешнĕ, тĕрлĕ йăх-яха хăйĕн капкăнĕпе хĕстернĕ, чи малтанхи кăларăмĕнченех халăх хÿтлĕхĕ пулнă. Çавăнпа хăйĕн вăрăм пурнăçĕнчи çак пысăк пулăма халăх хушшинчех паллă туни çав тери пĕлтерĕшлĕ.
Трак тăрăхне те ахальтен суйласа илмен: кунта журнала çырăнса илекенсен тата унăн страницисенче тăтăш пичетленекен авторсен шучĕ ÿссех пырать. Тата тепĕр сăлтав та пур: асăннă кăларăма хăй вăхăтĕнче ку районтан тухнă виçĕ пултаруллă çыравçă редакциленĕ. Хальхи редакторăн паспортĕнче те унăн çуралнă вырăнне «Красноармейски районĕ» тесе палăртнă. Ку кăна та мар: Трак тăрăхĕнчи Шупуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, республикăн пичет историйĕнче тарăн йĕр хăварнă Василий Тоймак /Яковлев/ «Капкăн» журнал редакторĕнче тăрăшнă. Çитес çул Василий Яковлевич çуралнăранпа 105 çул çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ ентешĕсем. Сăмах май, В.Яковлев /Тоймак/ - «Канаш», «Коммунар», «Чăваш коммуни», «Правда» хаçатсенче пиçĕхнĕ сумлă журналист. Вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ кĕнекесен авторĕ. Унăн тăрăшуллă ĕçне «Хисеп Палли» орденпа икĕ хутчен, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă.
«Капкăн» уявне Пикшикри культура çурчĕ кÿршĕ ялсенчен пуçласа район центрĕнче пурăнакансем таранах тарават йышăнчĕ. Вырăнти «Шанчăк» ансамбль юрăçисемпе ташăçисем Шупашкар хăнисене çăкăр-тăварпа, «Тăванлăх юррипе» кĕтсе илчĕç. Вулавăш ĕçченĕсем Василий Тоймака, «Капкăн» журналăн 90 çулхи юбилейне халалласа тата ял тăрăхĕн кунçулĕпе ĕç-хĕлне çутатакан, çавăн пекех сумлă ентешĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартакан тĕрлĕ курав хатĕрленĕ. Тĕлĕнмелли те тупăнчĕ: Пикшик ял тăрăхĕнчи Çĕньял Шетмĕ, Вăрманкас, Кивьял, Кÿлçырма, Уйриçурт, Çеçмер, Туканаш, Шăпăрлăвар, Шупуç, Ыхракасси, Ямайкасси тата, паллах, Пикшик ялĕ çинчен республикăри тата районти пичет кăларăмĕсенче пичетленнĕ материалсен ятарлă альбомĕсенче ял тăрăхĕн историне 1958 çултанпа пĕлме пулать. Кашни çулăн - хăйĕн хулăн альбомĕ! Вăл - Пикшик ялĕнчи Николай Иванов таврапĕлÿçĕн пархатарлă ĕçĕ. Тăван «Большевик» колхозăн аталанăвĕ аллаппи çинчи пек тухса тăрать унпа паллашсассăн. Альбина Михайлова библиотекарь сумлă ентешĕн Василий Тоймакăн кунçулĕпе ĕç-хĕлне тĕплĕ тишкерсе хатĕрленĕ «В.Яковлев /Тоймак/ - пичет, общество ĕçченĕ» ĕçе те ырламалла. Унăн презентацийĕ шăпах çак кун «Капкăн» уявĕпе пĕрле иртрĕ.
Шупашкартан килнĕ сумлă делегацие сцена çине хăпарма ыйтрĕç. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай малтанах тарават кĕтсе илнĕшĕн, «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», «Сывлăх», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Хресчен сасси», «Тантăш» хаçатсемпе «Капкăн», «Тăван Атăл», ача-пăча журналĕсене вулакансен шутне ÿстерсе пынишĕн, вĕсемпе тачă çыхăну тытнишĕн Пикшиксемпе ку тăрăхра пурăнакансене чĕререн тав турĕ, çак çыхăну нихăçан татăлмалла мар, татах та çирĕпленсе пырасса шаннине пĕлтерчĕ, Красноармейски тăрăхĕнчи авторсен пысăк ушкăнне Издательство çурчĕн Хисеп хучĕпе Тав хутне пачĕ. Çак чыса тата хаклă парнесене Николай Ершов-Янкер, Георгий Ефимов-Тусли тата ыттисем тивĕçрĕç.
- Вулакансем «Хыпар» та, эпир кăларса тăракан ытти пичет кăларăмĕ те çĕнелсе, содержани енчен пуянланса пынине асăрхани, кăмăлласа йышăнни, хаçат-журнал тиражĕ майĕпен ÿсме тытăнни пире хавхалану, шанăç кÿрет. Апла-тăк эпир сире кирлех, апла-тăк эсир пире кĕтетĕрех, - терĕ Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай.
Чаплă уява Кĕçĕн Шетмĕсен мухтавлă ывăлĕ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер те пысăк кăмăлпа хутшăнчĕ. «Пирĕн ĕçĕмĕре малалла тăсакансене, район тата республика хăватне ÿстерекенсене, вĕсен ятне çÿле çĕклекенсене татах çуратса ÿстерĕ Трак енĕн пархатарлă çĕрĕ. Кун пирки иккĕленме кирлĕ мар», - çирĕплетсех каларĕ хăйĕн шухăшне Юрий Семенович. Пухăннисем унăн сăмахне алă çупсах йышăнчĕç. Унтан икĕ Чăваш халăх поэчĕ - Валери Туркайпа Юрий Сементер - хăйсен сăввисене вуларĕç. Халăх вĕсене кăмăллăн итлерĕ, хыттăн алă çупса тав турĕ.
«Капкăн» журнал редакторĕ Николай Петров /Ишентей/ кулăшпа сатира пичет кăларăмĕн тăхăр теçеткери кунçулĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Журналăн географийĕ анлă, ăна хальхи вăхăтра çĕршывăн 48 регионĕнче çырăнса илеççĕ. Чукотка, Крым таран çирĕп утăмпа çÿрет чăваш журналĕ вулакансем патне, - терĕ. - Шантарса калатăп, хастар авторсемпе шанчăклă вулакансем пур чухне вăл нихăçан та ватăлмĕ, ырă пурнăçпа пурăнма чăрмантаракансемпе кĕрешме чарăнмĕ. Тĕнче тăрăх йышлăн саланнă чăвашсем тăван сăмаха кулăш журналĕнче шырани савăнтаракан пулăм...»
Саманасен пăтравĕн йывăр тапхăрĕнче, 2001-2005 çулсенче, «Капкăн» журналăн тĕп редакторĕнче тăрăшнă Юрий Михайлов /халĕ - «Хыпар» хаçатăн экономика пайĕн редакторĕ/, Красноармейскисен Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕхĕн ертÿçи Алексей Львов, Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков, Пикшик ял тăрăхĕн ертÿçи Алексей Данилов, Николай Ершов /Янкер/ тата Георгий Ефимов /Тусли/ капкăнçăсем журнала вăрăм кунçул, малашнехи ĕçре те çитĕнÿсем тума ырă вăй-хăват сунчĕç, юбилее халалласа ятарласа çырнă сăввисене вуларĕç. Кулăш-шÿт, юрă-кĕвĕ чылайччен янăрарĕ Трак енре. «Капкăнăн» 90 çулхи юбилейĕ вулакансемпе авторсене татах та çывăхлатрĕ.
«Капкăн» кунне Трак енре йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн «Хыпар» Издательство çурчĕ район администрацийĕпе Пикшик ял тăрăхĕн ертÿлĕхне, Пикшикри культура çурчĕ çумĕнчи «Шанчăк» ансамбль юрăçисене, Галина Шадрина эстрада юрăçине, Пикшикри вăтам шкулти çамрăк çыравçăсен «Сунтал» пĕрлĕхĕнче ăсталăха туптакансене тата «Капкăн» журналăн хастар авторĕсене чĕререн тав тăвать, çирĕп сывлăх, ăнтăлу сунать.
Юрий ЛИСТОПАД.
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем
Комментировать